Вторник, 7 февраля

Çуракине тĕплĕн хатĕрленмелле

Çуракине тĕплĕн хатĕрленмелле

Урамра кунран-кун ăшăтса пыни сисĕнет, юр та нумаях юлмарĕ. Çавна май районти хуçалăхсенче ĕçлекенсем çуракине мĕнле ирттермелли çинчен шухăшлама пуçланă та ĕнтĕ. Вĕсем пикенсех çак хĕрÿ тапхăра хатĕрленеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина çуракине хатĕрленесси мĕнле пурнăçланса пынипе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.
— Инна Николаевна, районти хуçалăхсем яваплă тапхăра хатĕрленни паянхи кун сисĕнет-ши?
— Паллах, çурхи кун — çулталăклăх, тенине шута илсе ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем ĕçе пикеннĕ те ĕнтĕ. Кăçал районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 10208 гектар йышăнмалла. Çав шутра çурхи тулă — 3824 гектар, урпа — 4471 гектар, сĕлĕ 1594 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Кĕрхи культурăсене пурĕ 4068 гектар акса хăварнă. Ку пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах.
— Лайăх тухăç илесси вăрлăхран чылай килет. Вăрлăх пысăк пахалăхлă пулни çураки вăхăтĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе хуçалăхсенче ĕçсем мĕнлерех-ши?
— Хальхи вăхăтра ака ирттерме вăрлăх çителĕклех. План тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма 2784 тонна вăрлăх кирлĕ. Çак вăрлăхăн 99 процентне тĕрĕсленĕ те ĕнтĕ. Çав шутра 1938,3 тонна вăрлăхăн пахалăхĕ аван /тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 71 проценчĕ/. Чылай хуçалăхри вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ. Ака ĕçĕсем пуçланнă çĕре хуçалăхсенче 100 проценчĕпех кондициллĕ вăрлăх пуласса шанатпăр.
— Юлашки çулсенче аграрисем элита вăрлăхпа та усă курма тытăнчĕç. Хуçалăхсенче вăрлăха çĕнетессипе халĕ мĕнле ĕçлесе пыраççĕ?
— Ку енĕпе эпир пикенсех ĕçлетпĕр. Хальлĕхе «Пайгас» ЯХПК туллăн, урпан, «Труд» ЯХПК — туллăн, урпан тата куккурусăн, «Победа» ЯХПК — урпан, «Асаново» ЯХПК — туллăн, урпан, пăрçан, куккурусăн, люцернăн, «Урожай» колхоз сĕллĕн, «Слава» ЯХПК туллăн, сĕллĕн тата кукурусăн, «Луч» ЯХПК урпа тата сĕллĕн, «Востко» ЯХПК урпан, «Родина» фермер хуçалăхĕ туллăн, урпан, сĕллĕн, куккурусăн Н.Г.Самаринăн фермер хуçалăхĕ туллăн тата урпан элита вăрлăхĕсене туяннă.
— Пахча çимĕçсем çинчен мĕн калама пултаратăр? Кăçал районти аграрисем мĕнле пахча çимĕçсене акма-лартма планланă?
— Районĕпе пахча çимĕçсем 53 гектар йышăнмалла. Ку пĕлтĕрхинчен кăшт сахалрах. Çав шутра кишĕр — 23 гектар, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр — 20 гектар, купăста 10 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Çĕрулми пирки калас пулсан вара, кăçал ăна валли 650 гектар уйăрнă. Пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăра» 815 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çĕрулмин лаптăкĕ чакни унăн хакĕ йÿнелнипе, сутма йывăррипе çыхăннă.
— Хуçалăхсен ертÿçисене, тĕп агрономсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?
— Ял хуçалăх предприятийĕсен акана тĕплĕн хатĕрленмелле. Вăхăтра акса хăварни кĕркунне лайăх тухăç илме май парать. Çавăнпа та паянах пулас тухăç çинчен шутлама пуçласчĕ. Çураки чăрмавсемсĕр ирттĕр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *