Пятница, 3 февраля

Тăшмана «Катюшăпа» тĕп тунă

Аслă Отечественнăй вăрçăри çĕнтерĕвĕн символĕ — халапри пек тĕлĕнмелле гвардин реактивлă миномечĕ. Халăхра ăна «Катюша» тесе ят панă. Вăрçăн 5-мĕш кунĕнче Хĕрлĕ çара икĕ «Катюшăпа» тивĕçтернĕ. 1941 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнче Орша хулинчи чукун çул станцийĕ çывăхĕнче Иван Флеров капитанăн батарейи пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрсе тăшман çине залп янă. Вилĕм кÿрекен, пысăк усă паракан çар техники яланах вăрттăнлăхра пулнă. Ятарлă тĕрĕслев витĕр кăларнă, вăрттăнлăха упрама пĕлекен салтаксене çеç ку çапăçу машинисене шанса панă.
Пирĕн районтан та çак хаяр, хăрушă çар машинисемпе тăшмана аркатакансем пулнă, анчах вĕсем сахалăн. Сăмахран, Йăлмахва ялĕнче 1916 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче çуралнă Иван Иванович Антонов вĕсен шутне кĕрет. Вăрçа кайиччен каччă учитель профессине алла илнĕ. 1942 çулта ăна Вăрнар районĕн çар комиссариачĕ урлă Хĕрлĕ çара илсе кайнă. Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа Иван Антонов Кавказ, Кубань, Тамань çĕрĕсене фашистсенчен ирĕке кăларнă чухне нумай çапăçусене хутшăннă. Вăл Парковый батарейăра шофер пулса тăшман артиллерийĕ, миномечĕ пенĕ вăхăтра боеприпассене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене кирлĕ çĕре илсе çитернĕ. Шанса панă машини яланах çула тухма хатĕр пулнă унăн, юлташĕсемшĕн вăл тĕслĕх пулнă. Командовани Антонов хĕрлĕ армееца ВКП/б/ членĕн кандидатне илнĕ, «За боевые заслуги» медаль парса чысланă.
1944 çулхи августăн 9-мĕшĕнче алă пуснă 1-мĕш Белорусси фронтĕнчи 06/Н номерлĕ приказпа паллашар: «48-мĕш гварди миномет дивизийĕн Барановичири 43-мĕш гварди миномет полкĕн гвардин хĕрлĕ армеецне Иван Иванович Антонова 1944 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Столбцы станцийĕ çывăхĕнче нимĕç самолечĕсем бомба пăрахнă вăхăтра, пăшалпа пулеметсем пĕр чарăнмасăр пенĕ чухне çапăçу машинине снаряд авăрласа хума ĕлкĕрсе вăхăтра залп парса ротăна яхăн нимĕç пехотине тĕп тунăшăн тата июлĕн 17-мĕшĕнче Ведомля районĕ çывăхĕнче нимĕç танкĕ пĕр вĕçĕмсĕр персе тăнă вăхăтра юлташĕн хускалайман çар машинине — «Катюшăна» туртса кăларма пулăшнăшăн «Паттăрлăхшăн» медаль парас», — тесе çырса хунă унта.
Вăрçă вĕçленсен пирĕн паттăр Чăваш çĕршывне таврăннă. 1985 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче вăл Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ юбилей орденне илме тивĕçнĕ пулнă.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *