Суббота, 20 апреля

Пирĕн çемьене вăрçă нумай инкек илсе килчĕ

Пирĕн çемьене вăрçă нумай инкек илсе килчĕ

Çĕнтерÿ кунĕн юбилейĕ çывхарса килет. Вăл, пĕр енчен, чĕрере ăшă туйăмсем çуратать, тепĕр енчен, хурлăхлă та чăтма çук йывăр самантсене аса илтерет. Мĕншĕн тесен вăрçă çулĕсем çĕршывра, районта пурăнакан кашни çемьене хурлăхлă хыпар илсе килнĕ.
Хурнай ялĕнчи Бормотинсен йышлă çемйинче кун çути курнă эпĕ. Аннепе атте — Надежда Алексеевнăпа Иван Дмитриевич — пилĕк ача /тăватă ывăлпа пĕр хĕр/ çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрсен хăрушă вăрçă пуçланса каять. Манăн виçĕ пичче вăрçăн вут-çулăмне кĕреççĕ. Леня /вăл 1919 çулта çуралнă/ вăрçăн пĕрремĕш кунне Украина çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ. Каярахпа вĕсен чаçне Мускав патне куçараççĕ. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче тăван пичче вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Тепĕр пичче — Георгий, 1923 çулта çуралнă. Вăл та тăван яла таврăнаймарĕ. Вăрçăн юлашки çулĕнче йывăр аманса унăн чĕри тапма чарăнчĕ. Аслă пичче Борис /1914 çулта çуралнă/ çар ретне 1936 çулта тăнă. Вăрçă ăна та айккинче тăратса хăварман. Телейĕ пулнă пулĕ çав — вăрçă хăрушлăхĕнчен хăтăлса тухса тăван яла таврăннă.
Пиччесемпе эпĕ яланах мăнаçланнă, вĕсем-çке мирлĕ пурнăçшăн мĕн пур курайманлăхпа тăшмана хирĕç çапăçусене кĕрсе вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитсе пыракан кунсем манăн чĕрере уйрăмах пысăк пăшăрхануллă туйăмсем çуратаççĕ.
Вăрçă пуçланнă çул эпĕ пиллĕкри ача пулнă. Пурнăç уттисене тишкерсе тухсан манăн ачалăх уяр кунсемпе кăна палăрса тăнă тесе нимĕнле те калама пултараймастăп, хура-шурне сахал мар курнă. 1944—1952 çулсенче Хырхĕрри çичĕ çул вĕренмелли шкулне çÿренĕ. Саккăрмĕш класран пуçласа Комсомольски вăтам шкулĕнче вĕреннĕ. Ун чухне вăтам шкулта вĕреннĕшĕн кашни çулшăн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Килте начар пурăннă, вĕреннĕшĕн тÿлемелĕх укçа та пулман. Пĕр вăхăт шкула пăрахма та тивнĕччĕ. Темле йывăр пулнă пулсан та 1954 çулта алла аттестат илтĕм илтĕмех. Специальноç туянас тесе Ростов облаçĕнчи ял хуçалăх техникумне çул тытрăм. 1954 çулта Совет правительстви çĕнĕ çĕрсем уçасси пирки ятарлă йышăну тăвать. 1956 çулта вара Ростов облаçĕнче 6 пин çынран тăракан студентсен пĕрлештернĕ отрядне йĕркелеççĕ. Эпир, техникумра вĕренекен 30 студент, асăннă отряд шутне кĕтĕмĕр, Казахстана тухса кайрăмăр. Унта «Буревестник» совхозра «Сталинец-6» комбайн çинче ĕçлеме тиврĕ. Совхозăн 30 пин гектар сухалакан çĕрччĕ. Талăксерен 20-шер сехет таранах ĕçлеме тиветчĕ.
Ĕçрен хăраса тăман, шанса панă ĕçе тĕплĕн тума тăрăшнă.
В.БОРМОТИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *