Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен библиотекинче февралĕн 21-мĕшĕнче республикăри «Çĕнтерĕве 75 çул çитиччен — 75 кун» марафона уçнă. Унта Пĕтĕм Раççейри ветерансен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем, вăрçă ачисем, библиотека ĕçченĕсем тата çамрăксем хутшăннă.
2020 çулта пирĕн çĕршыв 1941—1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине анлăн паллă тăвать. 1418 кунпа каç кашни çемьен чĕри витĕр тухнă. Çак йывăр çулсенче салтаксемпе ахаль çынсем çын пурнăçне çăлса тата Аслă Çĕнтерĕве çывхартса паттăрла ĕçсем тунă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне паллă тунă май эпир Германи фашисчĕсене хирĕç çапăçăва тухнă мăн асаттесене, мăн кукаçисене чунтан хисеплесе аса илетпĕр. Пирĕн тĕллев — вĕсен паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытасси.
«Çĕнтерĕве 75 çул çитиччен — 75 кун» марафонăн тĕллевĕ, Асăнупа Мухтав çулталăкĕн тĕп мероприятийĕ пекех, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи историйĕпе ача-пăчасене, çамрăксене паллаштарасси тата патриотизмла воспитани парасси.
Марафона пĕтĕмĕшле 120 пине яхăн çын хутшăнмалла, 5000-рен кая мар мероприяти ирттермелле. Майăн 7-мĕшĕнче республикăра «Çĕнтерĕвĕн кĕнеке маршĕ» çамрăксен акцийĕ йĕркелесе марафона пĕтĕмлетме палăртнă.
/ХАМĂР ИНФ./.