Çар тивĕçне пурнăçламаллах

Эпир кашни çулах февралĕн 23-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне уявлатпăр. Пĕрремĕш хут ăна 1922 çулта «Хĕрлĕ çар кунĕ», 1946 çултан пуçласа «Совет çар кунĕ», 1949 —1992 çулсенче — «Совет çарĕн тата тинĕс-çар флочĕн кунĕ» ятсемпе паллă тунă. 2002 çултан çак уяв кунĕнче эпир канатпăр.
Раççей салтакĕсем çинчен нумай легенда хывнă. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем ентешсене мăнаçлантараççĕ, тăшмансене тĕлĕнтерсе хăратаççĕ. Салтаксен кăмăл çирĕплĕхĕ, виçесĕр паттăрлăхĕ, парăнманлăхĕ, çĕнтерÿ патне ăнтăласлăхĕ, юлташлăх туйăмĕ темле йывăрлăха та чăтса ирттерме май парать. Çакăн пек кăмăл-туйăмлă хÿтĕлевçĕсене çар ĕçне хăнăхтарнă тата çултан-çул çĕнелсе пыракан техникăпа усă курма вĕрентнĕ патшалăх, паллах, вăйлăрах, мухтавлăрах. Хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама мĕнлерех-ши? Çак тĕллевпе эпĕ Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ çĕрте хĕсметре пулнă, çартан таврăннă В.Голланцевпа /2012—2013/, Д.Голланцевпа /2012 —2013/ тата А.Нестеровпа /2017—2018/ калаçма шутларăм. Владимирпа Дмитрий пĕртăвансем иккĕшĕ те Новгород хулинче шалти çарсен 9-мĕш мотострелоксен бригадăри чаçсенче хĕсметре командирсем пулнă.
Надежда Вениаминовнăпа Анатолий Петрович Голланцевсен тата пулас салтак Никита çитĕнет. Вĕсен çемйинче урай çăвассине те, апат пĕçерессине те тивĕçсĕр ĕç вырăнне хумаççĕ. Улми улмуççинчен аякка ÿкмест. Ашшĕ-амăшĕ çак çула çитиччен пуçтарнă пурнăç ăсне пĕр пĕрчине те çĕре ÿкермесĕр ачисене парать. «Эпĕ пĕтĕмпех пĕлетĕп тесе нихăçан та чарăнмалла мар. Вĕренни хамăршăн лайăх — пурнăç шайне ÿстерме май парать. Çавăнпа яланах çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланмалла. Ĕçленипе те алă татăлса ÿкмест. Кил-çурт тирпейлĕ пуласси пĕр çынран çеç килмест. Эпир ывăлсене арçын, çемье пуçĕ, ача ашшĕ ятсен чăн пĕлтерĕшне ăнланса тивĕçлĕ тытса пурăнма вĕрентме тăрăшатпăр», — тет Надежда Вениаминовна.
Алексей Нестеров Приморье тăрăхĕнче вырнаçнă радиаципе хими хÿтĕлевĕн çарĕнче салтакра пулнă. Алексейпе пĕрле РХБ хÿтĕлевĕн çарĕнче 16 чăваш каччи хĕсметре пулнă. Пĕри контрактпа юлнă. Алексейĕн чĕри вара тăван килех туртăннă. Вăл Марина Алексеевнăпа Александр Валериевич Нестеровсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсен те виçĕ ывăл. Алексей — вăталăххи. «Ачасене мĕн пĕчĕкренех салтака кайма юрăхлă пулччăр, килсен авланса ача-пăчаллă пулма Турă пиллетĕр тесе ÿстеретпĕр. Вĕсен пурнăçĕсем ăнсан, сывлăхĕсем çирĕп пулсан эпир телейлĕ. Ял çинче ырă ятлă», — тет Марина Алексеевна. Çартан таврăннă çамрăксем каланă тăрăх, салтак атти тăхăнасси, паллах, анне пĕçернĕ пăтта çиесси мар. Çар служби пĕр çул кăна тăсăлсан та тавçăруллă пулма, ушкăнра килĕштерме, дисциплинăна пăхăнма вĕрентет. Тата ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене пĕчĕкрен пуçăннă ĕçе вĕçне çити тума, сывлăхлă пурнăçпа пурăнма хăнăхтарса, иртĕнтермесĕр ÿстерни нумай пулăшать. Ачасене сехечĕ-сехечĕпе компьютер умĕнче выляттармалла мар. Урамра çăмха хăвалама, йĕлтĕрпе, конькипе чупма хăнăхтармалла. Хальхи вăхăтра салтаксем каннă вăхăтра карас телефонĕпе усă курма пултараççĕ. Ушкăнра «кукăр алăллисем» те пулма пултарнине шута илсе чаплă телефонсене киле хăвармалла. Çарта хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама ятарласа çынсем тытаççĕ. Салтаксен тĕп тĕллевĕ вара — 12 уйăхра теори пĕлĕвĕсене вĕренсе хăнăхса ăсталăха туптасси, сывлăха çирĕплетесси. «Салтак пурнăçĕ яшран арçын тăвать. Çар тивĕçне пурнăçлани професси суйласа илме те пулăшать. Çавăнпа та хĕсмете каяссинчен хăрамалла мар», — теççĕ Хирти Сĕнтĕрти маттур çамрăксем.

С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *