Суббота, 20 апреля

Çемьери килĕшÿ — ĕçри ăнăçу

Вĕсем пĕр уйăхра — февральте çуралнă, пĕр класра вĕреннĕ, çитĕнсен çемье çавăрнă. Нĕркеç ялĕнче тĕпленнĕ Валентинăпа Валерий Карповсен пурнăçĕпе тата кулленхи ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Валя колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Тăватă пĕр тăванран чи асли пулнă. Йăмăкĕсемшĕн, Надьăпа Розăшăн тата Коля шăллĕшĕн — тĕслĕх вырăнĕнче ÿснĕ. Çавна май йăмăкĕсемпе шăллĕне нумай пăхнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисене ватăсене хисеплеме, пулăшма вĕрентнĕ, алă ĕçĕ тума хăнăхтарнă. Ачисем те çывăх çыннисене пулăшма тăрăшнă. Çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлмен — помидор, хăяр, купăста йăранĕсене шăварнă, тĕрлĕ культурăсене çумкурăкран тасатнă, кăпкалатнă, çĕрулми анинче ĕçленĕ. Арçын ача ашшĕне ытларах пулăшнă.
Василий Федорович Волков колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — комбайнпа тырă та вырнă, выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕне выльăх самăртнă çĕрте те, тимĕрçĕре те. Пур çĕрте те тăрăшса ĕçленĕ. Мăшăрĕ Зинаида Григорьевна та колхозра вăй хунă. Çавна май кил-çуртри ĕçсем ытларах ачасем çине тиеннĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн шанăçне тÿрре кăларас тесе çине тăнă.
Валя шкул пĕтерсен медучилищĕне çул тытнă. Алла документ илсен тăван ялта — Нĕркеçре ĕçлеме пуçланă. Ăна хăй суйласа илнĕ ĕç килĕшнĕ. Вăл пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет, ял çыннисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама тăрăшать.
Ялти медицина ĕçченĕ патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пыма пултараççĕ — ир-ирех те, каçхине те, çĕрле те. Фельдшер чĕннĕ çĕре яланах вăхăтра çитме тăрăшать, чирлĕ çынна çийĕнчех тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парать.
Хĕрарăм çуркуннехи пĕр куна халĕ те лайăх астăвать-ха.
— Март уйăхĕ, çанталăк самаях ăшăтнă, шăнкăртатса шыв юхать. Эпĕ ун чухне тинтерех çеç ĕç çулĕ çине тăнăччĕ-ха. Çамрăкчĕ. Мăшăрпа — Валерий Владимировичпа ача кĕтеттĕмĕр. Ĕç кунĕ вĕçленнĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ, киле кайма хатĕрленеттĕм. Çав вăхăтра фельдшерпа акушер пунктне Фаина Дудкинан мăшăрĕ васкаса пырса кĕчĕ. «Мăшăр аптрарĕ, часах çăмăлланмалла. Груз турттаракан машинăпах çитрĕмĕр. Район больницине çитсе ĕлкĕрĕпĕр-ши?» — тет хыпăнса арçын. «Ан кулянăр, пурте чиперех пулать. Кирлĕ хутсене, эмелсене илетĕп те çула тухăпăр», — терĕм килнĕ çынна лăплантарса. Вăр-вар тумлантăм те лавкка умĕнче ларакан машина патне васкарăм. Автомашина тапранса кайрĕ. Хăвăртрах çитесчĕ тетĕп. Хам хĕрарăма ăшă сăмахсем каласа лăплантарма тăрăшатăп. Акă, часах Хирти Сĕнтĕр ялне çитрĕмĕр, хĕрарăм аптрарĕ. «Чарăнăр, çурататпăр пулмалла», — кăшкăртăм. Çапла пепке нумай кĕттермерĕ, больницăна çитичченех çут тĕнчене килчĕ, çула тухсан, çăмăлланчĕ хĕрарăм, — аса илчĕ иртнĕ кунсене Валентина Васильевна.
Паллах, ĕçре асра юлакан самантсем пайтах пулнă пурнăçра. Валентина вĕсене яланах ăшă кăмăлпа аса илсе каласа парать. Фельдшер профилактика ĕçне активлă хутшăнать. Ватăсен, шкул ачисен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать. Усал шыçă чирĕсем ан сарăлччăр тесе тĕрлĕ ĕçсем тăвать. Ăна участокри врач Л.В.Галкина та нумай пулăшать, кирлĕ канашсем парать. С.П.Максимова санитарка фельдшерпа акушер пунктĕнчи тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшать. Май килнĕ таран фельдшерицăна пулăшас тесе çине тăрать. Ялта пурăнакансемшĕн Валентина Васильевна — чи малтан пулăшу пама васкакан çын. Çавăнпах ăна пурте хисеплеççĕ, сума сăваççĕ.
Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Амăшĕпе ашшĕне те лайăх пăхрĕç. Кинемей маларах çĕре кĕчĕ, 79 çулччен пурăнчĕ. Володя тете 90 çула çитесшĕнччĕ те нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлчĕ.
Карповсем хĕрпе ывăл çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Вероника çемйипе Шупашкарта пурăнать, Максим Çурçĕрте МЧСра ĕçлет. Кукамайпа кукаçи икĕ мăнукпа савăнаççĕ.
Çакна та каласа хăварас килет, Валерий Владимирович спортпа туслă. Маларах ялти спортсменсемпе пĕрле хоккейла, футболла вылянă, районти тата республикăри ăмăртусене те хутшăннă, пултаруллисен ретĕнче пулнă. Колхозра бригадирта ĕçленĕ, ĕçе тÿрĕ чунпа пурнăçласа пынă.
Сăмах май каласан, çак кунсенче Валентина Васильевна  60  çул  тултарать.  Валерий  Владимировичăн  çуралнă  кунĕ — февралĕн 9-мĕшĕнче. Çапах та вĕсем пысăк юбилее пĕрле паллă тăвĕç. Çак кун çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, хăнасем чылайăн пухăнĕç. Мăшăра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунĕç, парнесем парса чыслĕç. Эпир те сире ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Сирĕн чун-чĕрĕрте юрату хĕлхемĕ яланах шĕл кăваррăн çунтăр.
З.СОЛОВЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *