Суббота, 27 апреля

Малтан мала йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» — район çыннисем çулсерен чăтăмсăррăн кĕтекен йăлана кĕнĕ ăмăртусенчен пĕри. Кăçалхи хĕл яланхинчен чылай ăшăрах пулнине кура йĕлтĕр спортне кăмăллакансем чун каниччен ярăнса та ĕлкĕреймерĕç пулĕ.
Çавăнпа та спорт уявне февралĕн 20-мĕшне куçарнине пĕлсен ăмăртăва хутшăнса сывлăхне çирĕплетес текенсем вăрман уçланкине йышлăн пуçтарăнчĕç, юр ирĕлсе пĕтиччен йĕлтĕрпе ярăнса юлас терĕç ахăртнех.
Пухăннисем чи малтанах Мария Долговăпа фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕсемпе зарядка турĕç, тĕрлĕ хускану туса ăмăртăва хатĕрленчĕç. Старта тухас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов тата спорт ветеранĕ Василий Пундяков пурне те спорт уявĕ ячĕпе саламларĕç, йĕлтĕрпе ярăнни сывлăха çирĕплетнине, кăмăл-туйăма лайăхлатнине, ĕçлеме вăй-хал кÿнине палăртса çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.
Чи малтанах шкул çулне çитмен шăпăрлансем старта тухрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем хавхалантарса пынине кура питĕ хăпартлануллăн чупрĕç вĕсем. Унтан пуçлăхсем, предприяти-организацисен ертÿçисем йĕлтĕр сырса ĕçре çеç мар, спортра та пултаруллă пулнине кăтартса пачĕç. Шкул ачисем те ăмăртăва питĕ йышлăн хутшăнчĕç, çĕнтерĕве алăран вĕçертес мар тесе малтан мала ыткăнчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсен командисем эстафетăра тупăшса финиша чи малтан çитме васкарĕç. Çавăн пекех спорт ветеранĕсем те, тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем те тулли кăмăлпах йĕлтĕр сырса ярăнчĕç. Чи пултаруллисене медальсемпе, парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç.
Çак кун йĕлтĕр çине тăман çын пулмарĕ те пуль. Пурте кăмăл туличчен ярăнса киленчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *