Конституцие улшăнусем кĕртеççĕ

Конституцие улшăнусем кĕртеççĕ

Февралĕн 13-мĕшĕнче, эрне каялла, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыв Конституцине улшăнусем кĕртес енĕпе тăрăшакан ĕçлĕ ушкăнпа пĕрле тÿрлетÿсем кĕртессине сÿтсе явнă. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарнă. Тĕслĕхрен, Ольга Баталина депутат Конституцин 114-мĕш статйине «çемьене çирĕплетес, хÿтĕлес тата унăн ырă йăлисене упраса хăварас тивĕçе Правительствăн тÿрĕ полномочийĕсен шутне кĕртекен» виçене хушма сĕннĕ. Паян çемье — «арçынпа хĕрарăм союзĕ» тесе çырма вăхăт çитнине палăртнă вăл. Владимир Путин хăй Президент пулнă чухне Раççейре «пĕрремĕш» тата «иккĕмĕш» ашшĕ-амăшĕсем пулмасса шантарнă.
Н.Касперская IT отрасль эксперчĕсемпе пĕрле вăл тĕп документăн виççĕмĕш пайĕн 71-мĕш статйинче палăртнă Раççей Федерацийĕн яваплăхĕнчи ыйтусен шутне оборонăпа, чикĕ хуралĕпе, çĕр айĕнчи пуянлăхпа çыхăннисене кăна мар, информаци технологийĕсемпе даннăйсен çаврăнăшĕпе çыхăннисене кĕртесшĕн.
Ырă ĕç тăвакансен юхăмĕн интересĕсене хÿтĕлекен О.Амельченкова волонтерсене пулăшу кÿрес тĕлĕшпе правительствăн хушма полномочийĕсене палăртакан улшăнăва кĕртме ыйтнă. Ĕçлĕ ушкăн тата Патшалăх Думи пĕтĕмпе 500 ытла сĕнÿ йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *