Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Паян тӗнчипех Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑваҫҫӗ! Ку вӑл ҫамрӑк, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ уяв.

Тӑван чӗлхе – нимрен хаклӑ пуянлӑх, наци культурин никӗсӗ. Тӑван сӑмах пурӑнма, хамӑра тата ыттисене лайӑхрах пӗлме пулӑ­шать.

Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, Раҫҫейре чӑвашла калаҫакансен шучӗ 1 миллион ытла ҫынпа танлашать. Ҫакӑ витӗмлӗ йыш.

Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсене, ҫырулӑх тӗпчев-ҫисене, этнографсене, филологи факультечӗн преподавателӗсене пӗтӗм чунтан тав тӑвас тетӗп. Эсир тӑван чӗлхене тӗпчетӗр тата ун­ӑн асамлӑхне палӑртакан пӗлӗве ытти ҫынсене паратӑр, ҫапла майпа пирӗн халӑхӑмӑрӑн культурипе историне тата йӑли-йӗркине сых-ласа хӑваратӑр, чӗлхемӗре хисеплеме вӗрентетӗр.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынах тӑван чӗлхе пуласлӑхӗшӗн ҫине тӑрса тӑрӑшассине, халӑх йӑли-йӗрки вара, типтерлӗн упранса, ӑрура-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *