Пятница, 3 февраля

Ветерансене — 100-шер пин тенкĕ

Ветерансене — 100-шер пин тенкĕ

Февралĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Олег Николаев республика Правительствин членĕсемпе тата влаçăн территори федераци органĕсен, муниципалитет ертÿçисемпе планерка ирттернĕ. Канашлăва хутшăннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пĕр хутчен укçа тÿлевĕ парас ыйтăва сÿтсе явнă. Олег Николаев республикăра пурăнакан вăрçа хутшăннисемпе инваличĕсене Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тата Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа 25-шер пин тенкĕ хушса тÿлесси çинчен пĕлтернĕ. Аса илтеретпĕр, Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, федераци бюджетĕнчен 75 пин тенкĕ уйăрĕç. Çапла вара Чăваш Енри вăрçă инваличĕсемпе ветеранĕсене пĕр хутчен паракан тÿлев 100 пин тенкĕпе танлашать. «Чăнах та, пулни-иртни питех те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн Çĕнтерĕве пысăк тÿпе хывнă çынсене пулăшни кирлех. Çĕршыв Президенчĕн пуçарăвне республика шайĕнче те ырласа çирĕплетни кирлĕ тесе шутлатăп. Пирĕн ветерансем те хушма тимлĕхе тивĕçнĕ», — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ. Олег Николаев Чăваш Республикин Социаллă хÿтлĕх тата ĕç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизаровăна çывăх вăхăтра асăннă тÿлев енĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указĕн проектне хатĕрлеме хушнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тултарнипе çыхăннă темăна малалла тăснă май П.П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменне, Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексне юсас ыйтăва сÿтсе явнă. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков культура керменĕн çуртне 1965 çулта туни, хальхи вăхăтра юсама кирли çинчен каланă. Мемориал комплексĕн территорине те çĕнетмеллине пĕлтернĕ. Олег Николаев Чăваш Ен тĕп хулин паллă вырăнне тивĕçлĕ сăн кĕртес енĕпе хушма укçа тупма кирли çинчен палăртнă.
Н.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *