Воскресенье, Январь 24

Пирĕн асăмăрта упранĕ

Нарăсăн 15-мĕшĕ — интернационалист-салтаксене аса илмелли кун. Тукай ял поселенийĕнчен Афган тата Чечня вăрçисене сахал мар çын тухса кайнă. Çак кун Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче пуç хунă ентешсене асăнса линейка иртрĕ. Шкултан вĕренсе тухнă Леня Борисова аса илчĕç. Паянхи кун вăл 43 çулта пулмаллаччĕ. Хăйĕн ачисене, тен, мăнукĕсене те ÿстерĕччĕ. Анчах, Чечня вăрçи çак ĕмĕтсене пурнăçланма паман…
Леонид Петрович Борисов 1976 çулта çут тĕнчене килнĕ. Тавçăруллă каччă, яланах пулăшма хатĕр юлташ, тимлĕ ывăл, шăллăм пулса çитĕнет. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухать. Вĕренÿре те, спортра та питĕ аван ĕлкĕрсе пырса вĕрентекенĕсемпе тăванĕсене савăнтарать. Ытларах ÿкерме кăмăллать. 1994 çулта, шкул пĕтернĕскер, çуллахи кунсенче ялти мастерскойĕнче ашшĕне пулăшать. Кĕркунне çар хĕсметне Шупашкарта пуçлать, каярах Киров облаçне çитет. 1995 çулхи ака уйăхĕнче вĕсене Чечня республикине куçарасса тăванĕсене çырса пĕлтерет. Амăшĕн куççулĕ çине çапла хуравлать: «Мĕнле-ха эпĕ тăрса юлма пултаратăп, кайран юлташсен куçĕсенчен мĕнле пăхас?» Ашшĕпе амăшне лăплантарать Леня.. Юлашки çырăвĕнче те чĕрĕ-сывă таврăнасса шантарать. Çурла уйăхĕнче Леня блокпостра боевиксене пĕрремĕш асăрхать. Вĕсене пеме, çав хушăрах юлташĕсене систерме те ĕлкĕрет. Вăйсем пĕр тан пулманран пирĕн салтаксен чакма тивет. Аманнă ентеше самантрах пулăшу пама пултараймаççĕ. Çапăçу пынă вăхăтра нумай юн çухатать. Тухтăрсем нимĕн те тăвайман. Леня госпитальте ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Паттăра асра тытса кашни çулах шкулта волейбол турнирĕ иртет. Район çамрăкĕсем кăçал та ăна хисеплесе асăнма пухăнчĕç. Кашнинчех çак мероприятие ирттерме пире Леонидпа пĕрле ÿснĕ ăна астăвакансем Г.Н.Филиппов, П.Б.Шуряшкин, Н.В.Басников пулăшаççĕ. Пысăк пулăшу Чăваш Республикинчи пограничниксен «Пограничное братство» обществăлла организаци кÿрет. Леонид Борисовăн амăшĕ — Елена Тимофеевна — ывăлне асра тытнăшăн яланах тав тăвать. Шкулти шыравçăсен «Наследие» отрячĕн членĕсем линейкăра вăрçă çинчен сăвăсем вуларĕç, интернационалист-салтаксене асăнмалли кун мĕне пĕлтернине каласа пачĕç, видеороликсем кăтартрĕç.
Кăçал та ăмăртăва 4 команда /Тăманлă Выçли, Шурут, Çĕнĕ Мăрат каччисем тата «Кубня» ушкăн/ пухăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсем: 1-мĕш вырăн — «Кубня» ушкăн, 2-мĕш — Шурут ял çамрăкĕсем пулчĕç, 3-мĕш вырăнта — Тăманлă Выçлисем.
Тĕрĕссипе вара, кам миçемĕш вырăнта пулни мар, ентеш-салтака çамрăксем асра тытни паха. Пушă вăхăтра çамрăксем спортпа туслă пулни аван.
А.МАТРОСОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code