Пятница, 26 апреля

Çамрăксемшĕн тĕслĕх

Совет Çарĕсене Афгани-стан çĕрĕнчен илсе тухнăранпа кăçал 31 çул çитрĕ.
Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ 260 çамрăк унта интернационалла тивĕçне пурнăçланă. Вĕсенчен 36-шĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Анчах вăрçă çухатусăр пулман — 5 яш каччă тăван килне чĕрĕ-сывă таврăнайман. Кайнлăк ял тăрăхĕнчен Афганистанра 14 салтак çар тивĕçне пурнăçланă. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва каччи — Валентинăпа Василий Ефремовсен çемйинче 1967 çулта çуралнă Андрей. Ашшĕпе амăшĕ пилĕк ачи те Тăван çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе ырми-канми ĕçленĕ. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Андрей çамрăклах амăшĕпе пĕрле пахча çимĕç бригадинче вăй хунă. Кил хуçалăхри ĕçсенчен те пăрăнман. Вăл ытти ачасемпе вăрçăлла выляма юратнă, мĕн пĕчĕкрен салтак пулма ĕмĕтленнĕ. Андрей шкулта вĕреннĕ вăхăтрах спортпа туслă пулнă, сывлăхне çирĕплетнĕ — турник çинче туртăннă, хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, çулла вара шывра ишнĕ. Хирти Мăнтăрти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн çамрăк каччă Шупашкар хулинче 23-мĕш училищĕре сварщик специальноçне алла илнĕ. 1985—87 çулсенче Андрей хĕсметре пулнă. Малтан Раççейпе Китай чиккинче пограничник пулса çĕршыва хÿтĕленĕ. 1986 çулхи май уйăхĕнче Афганистан çĕрне ДШМГ /десантно-штурмовая маневренная группа/ ушкăнĕнче снайпер пулса хÿтĕлет, «Возмездие» операцие хутшăнса паттăрлăх кăтартнăшăн «За отвагу» медаль илме тивĕçлĕ пулать.
Натальяпа Андрей ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнаççĕ. Андрей Васильевич тăван яла, тăван киле, ашшĕпе амăшне яланах асра тытать, час-часах килсе çÿрет, май пулнă таран пулăшма тăрăшать.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет, хальхи çамрăксен çакăн пек пултаруллă та хăюллă çынсенчен тĕслĕх илме, яланах малтисен ретĕнче пулма тăрăшмалла.

Р.СМИРНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *