Пятница, Февраль 21

Шашкăлла выляççĕ

Шашкăлла выляççĕ

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Сергей Викторович Зайцев часах 85 çул тултарать. Вăл нумай çул ялта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, унăн вĕренекенĕсем яланах районти спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă, çĕнтерÿçĕсем те пулнă. Сергей Викторович хăй те спортра маттур пулнă. Тĕслĕхрен, район командинче выляса республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, йĕлтĕрпе лайăх чупнă, кĕрешÿре те çитĕнÿсем тунă. Вăл районти, республикăри шашкăпа, шахматпа выляса иртекен ăмăртусене хутшăнса сахал мар çĕнтерÿçĕ ятне те тивĕçлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра вăл шашкăлла выляса инвалидсем хушшинче республика чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Маттур спортсмен ячĕпе февралĕн 14-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСКра шашка вăййин турнирĕ иртет. Вăл ирхине 10 сехетре пуçланать. Шашкăлла выляма юратакансем пурте — арçынсем те, хĕрарăмсем те — хутшăнма пултараççĕ
ОРГКОМИТЕТ.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code