Четверг, 18 апреля

Справкăсене электрон мелпе

Справкăсене электрон мелпе

2019 çулта социаллă страхлав фончĕ тÿленĕ пособисем çинчен калакан справкăна тата 2-НДФЛ формăллă тупăшсем çинчен калакан справкăна мĕнле майпа илме пулать?
Социаллă страхлав фондĕнчен справкăсене хăвăрт тата меллĕ илес тесен çакна электрон мелпе тумалла. Çакна валли www.cabinets.fss.ru сайтри «Социаллă пулăшусемпе усă кураканăн харпăр хăй кабинетне» кĕмелле. Енчен те çын патшалăх тата муниципаллă пулăшусен пĕрлехи порталĕнче регистрациленнĕ пулсан, вăл социаллă страхлав фондĕнчи харпăр хăй кабинечĕпе те усă курма пултарать. Çавăн пекех социаллă страхлав фондне пырса та справкăсене илме пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *