Четверг, 25 апреля

Музейре çĕнĕ курав

Февралĕн 4-мĕшĕнче «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче тивĕçлĕ канăва кайиччен чылай çул район хаçачĕн редакцийĕнче фотокорреспондентра ĕçленĕ Николай Константинович Скворцов тĕрлĕ çулсенче ÿкернĕ сăнÿкерчĕксен «Юрататăп сана —пурнăç» куравĕ уçăлчĕ. Эпир, курава килнисем, фотоаппарат кадрне лекнĕ, район хаçачĕн страницисем çинче пичетленсе юлнă районти хастар çынсен сăнÿкерчĕкĕсене сăнарăмăр, тăван тавралăх илемĕпе килентĕмĕр. Николай Константинович кашни сăнÿкерчĕк çинче пичетленнĕ çыннăн ятне, ăçта пурăннине, ĕçленине халĕ те астăвать. Паллах, курава килнисенчен нумайăшĕ пурнăçра пĕлнĕ çынсене палласа илчĕç. Тепĕр майлă каласан, çак курава аса илÿсен кунĕ те теме пулать пуль.
Курава халăх музейĕн ĕçченĕ А.Полякова уçрĕ. «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцийĕнче фотокорреспондентпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ Зинаида Николаевна Соловьевăпа Василий Васильевич Гаврилов ĕçри самантсене аса илчĕç, Николай Константинович шанчăклă, яланах пулăшма тăрăшакан, нихăçан та алă усман ĕçтеш пулни çинчен каларĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕнче вăй хунă Илдус Хадзятович Миннетуллин фотографăн тавракурăмĕ анлă пулнине, хăй вăхăтĕнче профессие чунтан парăнса ĕçленине палăртса хăварчĕ. ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн экскурсовочĕ Василий Васильевич Софронов талантлă фотокорреспондентпа яланах тачă çыхăнса ĕçлени тата унăн нумай сăнÿкерчĕкĕ музейре упранни çинчен пĕлтерчĕ. Районти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ферит Абдуллович Гибатдинов Николай Константинович çинчен нумай ăшă сăмах каларĕ. Пĕррехинче вăл кивĕ, выляма юрăхсăр пианинăна ĕнерлеме тăрăшни çинчен каласа пачĕ. Сăмах май каласан, çав пианино халь ватă çын килĕнче хăйĕн вырăнне тупнă. Чĕрĕ мар пулсан та, ÿркенме пĕлмен хуçи кăларса ывăтманшăн, ĕмĕрне тăснăшăн тав тунăн илемлĕ сасăсем кăларать.
Курава районти культура çурчĕн ĕçченĕсем те килсе çитрĕç. Вĕсем Николай Константинович пултарулăхĕпе мăнаçланнине пĕлтерчĕç, малашне те çирĕп сывлăхпа пурăнма сунчĕç. Кĕçĕн Каçалти культура çурчĕ çумĕнчи ушкăн илемлĕ кĕвĕллĕ юрăсем шăратрĕ. Ватă çын хăй те алла купăс тытса «Одинокая гармонь» юрă кĕввине каласа кăтартрĕ.
Талантлă, тăрăшуллă çын пур çĕрте те пултаруллă. Николай Константинович хăй ĕмĕрĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ — колхозра, çерем çĕрсем уçнă çĕрте, комбайнпа тырă вырнă, çĕвĕ машинипе çĕленĕ. Район хаçачĕн редакцийĕнче фотокорреспондент пулса тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хунă. Ĕçлеме тивнĕ отрасльсенче вăл яланах тарăн пĕлÿ илме, ăсталăха ÿстерме ăнтăлнă.
С. ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *