Пятница, 3 февраля

Пултаруллă çамрăк

Каçал ен хастар та пултаруллă çамрăксемпе пуян. Вĕсенчен пĕри — Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Марианна Яковлева. Вăл Нĕркеç вăтам шкулĕн 11 класĕнче вĕренет. Юрлама, ташлама ăста çамрăк вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Баскетбол вăййине выляма юратать. Марианна акăлчан тата истори предмечĕсене кăмăллать. Хĕр шкултан вĕренсе тухсан хăй килĕштерекен предметсемпе вĕрентекен тата юрист дипломĕсене алла илме ĕмĕтленни пирки хавхаланса калаçрĕ.
Марианна тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче хăй пултаруллине кăтартать. Унăн портфолио Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе пуян. Пĕлтĕр Л.В.Таллеров çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Чăвашлăха — çăлтăр çулĕпе» курав-тĕлпулура калаври сăнара лайăх вылянăшăн Чăваш Республикин Профессионаллă писательсен союзĕн Хисеп грамотине, районти тĕп библиотека ирттернĕ «Ан сÿнтĕр чун çути» мероприятие хастар хутшăннăшăн Тав хучĕ илме тивĕçнĕ. Районта иртнĕ «Туркай вулавĕсем» поэзи фестивалĕнче сăвă калакансен конкурсĕнче — иккĕмĕш, чăваш чĕлхи кунне халалланă «Каçал енпе пĕрле» викторинăна хутшăнса пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.
Ялти вулав çурчĕн библиотекарĕ Альбина Ефремова та маттур хĕр «Самый активный читатель», «Лучший чтец» вулав конкурсĕсенче пĕрремĕш вырăн йышăннине, «Подари книги» акцие хастар хутшăннине мухтаса каласа пачĕ.
Çав вăхăтрах Марианна, çемьере аслă ача пулнă май, шăллĕсемпе йăмăкне вĕренÿре, амăшне кил-çуртра, хуçалăхра вăй çитернĕ таран пулăшать.
Хĕртен камран тĕслĕх илнине ыйтсан, вăл нумай шутласа тăмарĕ: «Пурнăçра маншăн ырă тĕслĕх —асаннепе кукамай. Эпĕ вĕсем пекех маттур та пултаруллă, ăста пулма тăрăшатăп», — терĕ йăл кулса.

С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *