Пятница, 26 апреля

Çулĕ фермăналлах выртать

Паçăр çут çанталăк тÿлекчĕ, халĕ таçтан çил тухрĕ, юр вĕçтерме пуçларĕ. Илемлĕн пĕтĕрĕнсе çĕр çине ÿкеççĕ вĕсем. Çĕр каçа çанталăк пăртак сивĕтсе илнĕ пулĕ те урамри йывăçсем пасарнă пек пулнă. Ирхине сывлăш мĕн тери уçă? Кăкăр тулли сывласа утать хĕрарăм çул тăрăх. Ирхи виçĕ сехетрех вăраннă вăл. Килти хуçалăхри ĕнипе пăрушне, сыснисене пăхса тăрантарса тумтире улăштарнă та, халĕ тепĕр ĕçе васкать. Ку ĕнтĕ уншăн хăнăхнă, кунсерен тăвакан япала.
Ялта шăп. Такамăн йытти юлхавлăн вĕрни аякра илтĕнет. Апла пулсан ир тăракансем татах та пур-ха. Ял çынни çуртсене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ хыççăн илĕм-тилĕмлех тăма васкамасть. Хăш-пĕр çуртсен кайри пÿлĕмĕсенче çеç электричество çути курăнкалать. 20—30 çул каяллах ку вăхăтра вара мăрьесенчен тĕттĕм кăларма пуçлатчĕç. Халĕ апла мар: фермăра ĕçлетĕн пулсан вара ирĕксĕрех малтан килти ĕçе пуçтармалла. Уяр çанталăк-и, çил-тăман алхасать-и, чĕреслетсе çумăр çăвать-и — чĕлхесĕр янаварсем патне васкамалла. Çапла хĕрĕх çул ытла утать Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Галина Алексеевна Герасимова Чĕчкенти сĕт-çу фермине. Тăватă теçетке…
…Шкул пĕтернĕ хыççăн хула таврашĕ илĕртмерĕ ăна. Фермăра доярка кирлине пĕлсен пĕр шутламасăрах ĕçе вырнаçрĕ. Унти йывăрлăхсем хăратмарĕç ăна. Вăл ĕçлеме пуçланă 1977 çулта ялти фермăсене механизаци çитсех ĕлкĕрейменччĕ-ха. Пур ĕçе те алă вăйĕпе тума тиветчĕ. Тислĕкне кĕреçепе хырса пĕр çĕре купаланă та скотниксем ăна лаша урапипе тиесе тухнă. Сĕтне те, шывне те витресемпе йăтнă. Ураран резина атă кайман. Мĕн ачаран ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ Галя йывăрлăхсенчен шикленсе тăман.
Нумай çул дояркăра ĕçлекен Зинаида Михайлова, Валентина Иванова, Раиса Шуряшкина, Флюра Зиганшина хĕре ĕçпе те, канашсемпе те, ăшă сăмахсемпе те пулăшса пынă, хавхалантарса тăнă. Ун чухне коллектив та пысăк пулнă. Кашниех алăпа 16-шар ĕне сунă. Пур ĕçе те вăр-вар, тирпейлĕ тăвакан хĕр часах ушкăнра ырă ят çĕнсе илнĕ. Çамрăкра вăй-хал тапса тăнă çав.
1986 çулта «Заветы Ильича» колхоз та ĕнесене машинăсемпе сума пуçланă. Ку, паллах, дояркăсемшĕн çĕнĕлĕх пулнă ĕнтĕ. Аппарата хăнăхса çитме çăмăлах килмен. Ÿркенмен ăста пулнă, теççĕ. Галина Герасимова часах аппарата хăвăрт салатса пуçтаракан пулать. Кашни дояркăн халĕ 30-шар ĕне сума тивнĕ. Ĕçĕ çăмăлланнă, яваплăх ÿснĕ. «Аппарата алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлет»,— тенĕ ун пирки мухтаса. Çавăнпа та машинăпа сĕт сăвакансен районта иртекен конкурсĕсене те тăтăшах ăна яма тăрăшнă. Кунта та вăл кая юлман. Аппарата вăхăтпа хăвăрт салатса пуçтарнă, теориллĕ ыйтусем çине хуравланă, практика ĕçĕсене пурнăçланă. Ĕçре те ÿсĕмсем килсех тăнă. 1990 çулсенче Чĕчкенти сĕт-çу ферми кашни ĕнерен сĕт сăвас енĕпе район шайĕнче те палăрма пуçланă. Кунти ĕнесем çу кунĕсенче талăксерен 19—21-шер килограмм сĕт антарма пуçланă. Кунта, паллах, фермăри специалистсемпе пĕрлех Г.Герасимован тÿпи те пурах. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл сĕт сăвас енĕпе район шайĕнче те малтисен ретĕнче пынă. Ĕçре палăрнăшăн тивĕçнĕ Хисеп хучĕсемпе парнесен шучĕ те çук пулĕ.
Хĕрĕх çул хушшинче чылай çынпа ĕçлеме тивнĕ унăн. Пуринпе те тенĕ пекех пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Коллективра унсăр май килмест тенĕ. Фермăра та ĕçленĕ вăл, кил-çуртра та выльăх-чĕрлĕх тытма ĕлкĕрнĕ. Инкекĕ те юнашарах çÿренĕ иккен. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă вăл. Икĕ ачана пăхса çитĕнтересси ун çине тиеннĕ. Темĕнле хĕн пулсан та вĕсене ура çине тăратмаллах, тĕв тунă хĕрарăм. Иртен пуçласа çĕрлеччен тăрăшнă вăл. Пĕччен йывăр лава туртма çăмăл пулман. Пурнăç кукăрĕ ăна та пĕр вăхăтра сулăнка ярать. Ачисем, тăванĕсем, юлташĕсем пулăшнипе унтан тапаçланса тухма вăй çитерет-çитеретех вăл. Халĕ ĕнтĕ ачисем ÿссе çитĕннĕ, мăшăрланнă. Мăнукĕсем килессе чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕтĕм çемье пуçтарăнсан амăшĕн чунĕ ăшă туйăмсемпе тулать, чĕри кăкăртан сиксе тухасла тапать. Çакă мар-и вара амăшĕн савăнăçĕ, ĕмĕчĕ, ăнтăлăвĕ? 2000 çулсем хыççăн фермăра ĕç палăрмаллах çăмăлланчĕ. Сĕт сумалли çĕнĕ установка вырнаçтарчĕç. Анчах та яваплăх пĕр чĕптĕм те чакман. Халĕ продукци илессипе пĕрлех сĕт тасалăхĕ, пахалăхĕ пирки ытларах тимлемелле. Паянхи кун «Труд» ял хуçалăх предприятийĕнче сăвакан 150 пуç ĕне шутланса тăрать. Вĕсене Лидия Шикарева /халĕ ун вырăнне вăхăтлăха Денис Волков/, Нагия Минибава дояркăсемпе пĕрле сăвать. Кашнине 50-шар ĕне çирĕплетсе панă.
…Шухăшсемпе çул кĕскелчĕ. Сăртра ферма çурчĕсем палăрма пуçларĕç. «Кил хăвăртрах, сана кĕтетпĕр», — тенĕн мĕлтлетеççĕ унăн çутисем… Çапла кунсерен чĕнеççĕ вĕсем Галина Герасимовăна, витере ĕнесем сывлăх суннăн муклатса кĕтсе илеççĕ. Вĕсемсĕр пурăнайманнăнах туйăнать дояркăна. Çавăнпа та тивĕçлĕ канăва каймалли вăхăт çитсен те вĕсемпе сывпуллашма шутламарĕ вăл. Нумай çул пĕрле ĕçленĕ, çак сукмака такăрлатнă ĕçченсем, Валентина Пурлушкинапа Зинаида Тарасова пенси çуле çитсен ĕçрен пăрахсан та, унăн çулĕ фермăналлах выртать. Сывлăхĕ пур чухне килте ларас килмест хĕрарăмăн. «Ĕç çынна çамрăклатать», теççĕ. Ку, тен, çаплах пулĕ. Акă, нумайранпа фермăра тăрăшнă Николай Волков та, çичĕ теçетке еннелле пырать пулин те, ирсерен вăкăрсем патне васкать. Вĕсен пĕтĕм пурнăçĕ йăлтах фермăпа çыхăннă та, ватлăх кунĕсенче те унтах туртать пулĕ çав.
Галина Алексеевна Герасимова иртнĕ çулхи кĕркунне 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Мĕн чухлĕ ыррине каларĕç ун ячĕпе кĕрекере. Чунтан тухнă мухтав, тав сăмахĕсем ĕмĕрĕпех фермăра тăрăшакан çыншăн темĕнле хаклă парнерен те пахарах.

Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *