Понедельник, 26 февраля

Пушар машини панă

Çак кунсенче республикăри аварипе çăлав службисем 2019 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртнă.
Пушар хуралĕ, полици, ЖКХ тата газăн авари службисем, ветеринари тĕрĕслевĕн тытăмĕ хăйсен ĕçĕнче усă куракан ятарлă техникăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пăхса çаврăннă.
Мероприяти вăхăтĕнче Комсомольски, Тăвай районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи пушарпа çăлав чаçĕсене çĕнĕ пушар машинисен уççисене панă. Районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Михаил Дряблов çĕнĕ автомашина уççине савăнăçлă лару-тăрура алла илнĕ. Ятарлă оборудованипе пуянлатнăскерсем ĕç ăнăçлăхне ÿстересси иккĕлентермест.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *