Пятница, 19 апреля

Тăрăшакан пурнăç тăвать

Нумаях пулмасть чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттаракан тата вĕсемпе кĕрешекен пĕрлехи патшалăх тытăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Çавна май чи пултаруллă ĕçченсене патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Комсомольскинчи 31-мĕш пушар хурал чаçĕн водителĕ Герман Крылов та пур. Ăна ĕçри ÿсĕмсемшĕн ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне парса чысланă.
Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Герман Николаевич çак ĕçре 2000 çулта ĕçлеме пикеннĕ. Маларах вара колхозри пушар машинипе çÿренĕ. Колхоз саланнă хыççăн вырăнти пушар хуралĕн уйрăмне те пĕтернĕ, çавна май Г.Крылов районти пушар хурал чаçне ĕç шыраса çитнĕ.
— Ун чухне ăна Сергей Алексеевич Алексеев ертсе пыратчĕ. Вăл ман çинчен ыйтса пĕлчĕ, пушар сÿнтерекен машинăпа ĕçлесе кăтартма сĕнчĕ. Эпĕ çухалса каймарăм, хам мĕн пĕлнине кăтартрăм. Тĕрĕслев вăхăчĕ ăнăçлă иртрĕ. Çавăнтанпа ку ĕçре тăрăшатăп та ĕнтĕ, — аса илчĕ иртнине Герман Николаевич.
Республикăра хăрушсăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май чрезвычайлă лару-тăрура кирлĕ техникăна çĕнетсех тăраççĕ. Г.Крылов ĕçе пикеннĕренпе чылай машинăна çĕнетнĕ. Малтанах ЗИЛ-130, ЗИЛ-131 пушар машинисем пулнă пулсан, кайран Урал, КамАЗ машинăсем парка пуянлатнă. Кăçалхи январĕн 23-мĕшĕнче районти пушар хуралĕн чаçне çĕнĕ техника хатĕрĕпе — пушар пусмиллĕ автоцистернăпа тивĕçтернĕ.
— Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме мана тата Сергей Краснова, Александр Прохорова Хусана вĕренме ячĕç. Эпир унтан пĕлĕве тарăнлатса таврăнтăмăр, халĕ çĕнĕ машинăпа ĕçлеме пултаратпăр. Çĕнĕ йышши техника, паллах, хăватлăрах. Автоцистернăна пурĕ 6 тонна шыв вырнаçать, унăн насусĕ вăйлăрах, пусми 18 метр çÿллĕшне тăсăлать. Эпир пире çакăн пек машинăпа тивĕçтернĕшĕн питĕ хавас, — уçать шухăшне Герман Николаевич.
Чрезвычайлă лару-тăрусемпе кĕрешекен тытăмра вăй хураканăн ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. «Хĕрлĕ автан» алхассан, çул-йĕр çинче авари пулсан çăлавçăсем çĕрне-кунне пăхса тăмаççĕ, тÿрех инкеке лекнисене пулăшма васкаççĕ. Герман Николаевич та руль умне ларса инкек пулнă вырăна çитме яланах хатĕр. Тăрăшса ĕçленине кура ертÿçĕсем унăн ĕçне пысăка хурса хаклани куçкĕрет. 2012 çулта Г.Крылов ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех унăн тĕрлĕ грамотăсем, медальсем нумай. Унсăр пуçне пултаруллă водитель пушар хуралĕнче тăрăшакансен командисем хушшинчи тĕрлĕ ăмăртăва хастаррăн хутшăнать, пурте пĕрле килĕштерсе çĕнтерÿ патне талпăннине кура пирĕн район команди час-часах малти вырăнсене тухать.
Харсăр та тăрăшуллă çынсем пур енĕпе те пултаруллă пулаççĕ. Герман Николаевич çинчен те çакнах калас килет. Ăна пушă вăхăтра килте тытма та çук. Вăл е сунарта, е пулăра, е ялти культура çуртĕнче черетлĕ концерта хатĕрленет. Кайнлăк ял тăрăхĕнче, районта иртекен уявсенче Герман Крылова час-часах сцена çинче курма пулать. Унсăр пуçне çак ял тăрăхĕнчи артистсем тĕрлĕ спектакль лартма кăмăллаççĕ. Вĕсенче те пултаруллăскере яваплă рольсем шанса параççĕ.
Интересĕсем тĕрлĕ енлĕ Герман Николаевичăн, пур çĕре те çитет, пур çĕрте те ĕлкĕрет вăл. Çав вăхăтрах кил-хуçалăхри ĕçсене куллен пурнăçлама та вăхăт тупать. Мăшăрĕпе Ирина Алексеевнăпа пĕрле вĕсем картиш тулли выльăх усраççĕ, хурт-хăмăр тытаççĕ. Ывăлпа хĕре кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă Крыловсем, халĕ пĕчĕк мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *