
Çулсерен республикăри чи маттур та пултаруллă яшсемпе хĕрсем ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăраççĕ. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, вĕсен йышĕнче пирĕн районти пултаруллă çамрăксем пур. Çав шутра: Пĕтĕм Раççейри «Молодая гвардия Единой России» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем Валерия Александрина, Никита Лепешкин тата Есения Любимова, Алексан-дровка тĕп шкулĕнче пĕлÿ илекен Никита Алексеев, РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн следователĕ Энис Биккулов, полицин участковăй уполномоченнăйĕ Илнур Гайнетдинов, Ольга Ильина юрисконсульт, кадрсемпе ĕçлекен специалист Рамиля Сабирова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Ангелина Бурлакова, Кирилл Краснов, Иван Кузьмин тата Александра Салмина, Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекен Дарья Голыева, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Кирилл Денисов, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн методисчĕ Гелия Ибрагимова тата информаципе методика центрĕн инструктор-методисчĕ Снежана Ласточкина, Хирти Явăш тĕп шкулĕнче вĕренекен Валерия Иванова, Дильназ Тазетдинова, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Татьяна Матросова, районти фитнес-аэробика федерацийĕн воспитанникĕ Арина Павлова, район администрацийĕн финанс пайĕн право ĕçĕн тĕп специалист-эксперчĕ Кристина Чернова.
Хастар çамрăксене ăшшăн саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.