Вторник, 7 февраля

Амăшĕн капиталне пĕрремĕш ачашăн та тÿлĕç

Январĕн 15-мĕшĕнче Мускаври «Манеж» курав залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ.
Çĕршыв ертÿçи сăмаха чи малтанах демографи ыйтăвĕнчен пуçларĕ. «Раççей шăпи эпир миçен пулнинчен, çемьесенче тепĕр темиçе çултан миçе ача çуралнинчен, вĕсем ÿссен кам пулнинчен, çĕршыв аталанăвĕшĕн мĕн тунинчен килет», — палăртрĕ Владимир Путин. Халĕ Раççейре 147 миллион çын пурăнать. Тĕллев халăх йышне ÿстермелле, чи малтан çамрăк, нумай ачаллă тулли мар çемьесем мĕнлерех йывăрлăхсемпе тĕл пулнине палăртнинчен пуçламалла. Вĕсене пулăшма вара тĕрлĕ мера йышăннă, кăçалхи январь уйăхĕнчен çемьесем пĕрремĕш тата иккмĕш ачишĕн /вĕсем 3 çул тултариччен/ уйăхсерен тÿлеве тивĕçĕç. Ку пособие вара Владимир Владимирович ача 7 çул тултариччен тÿлеме сĕнет. Тÿлеве камсем тивĕçеççĕ-ха? Çемьери тупăш пĕр çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен пысăк пулмалла мар. Владимир Путин «Амăшĕн капиталĕ» программăна тата 5 çуллăха тăсмашкăн йышăннă. Унпа пĕрлех кăçалтан пуçласа пĕрремĕш ача çуралсассăнах амăшĕн капиталне тивĕçме пулать. Индексациленĕ хыççăн унăн виçи 466617 тенкĕпе танлашать. Иккĕмĕш ачашăн вара çемье 616617 тенке тивĕçĕ.
Ача шкула кайсассăн та ашшĕ-амăшне пулăшмалли пирки асăнчĕ Президент. Çавна май 2023 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçламăш классенче кашни ачана тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтермелле. Владимир Владимирович «Вĕренÿ» наци проектне те улшăнусем кĕртме хушрĕ. Ачасене вĕрентесси, воспитани парасси — пысăк тивĕç. Çавна май авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа класс ертÿçисене 5 пин тенкĕрен кая мар хушса тÿлемеллине пĕлтерчĕ.
Сывлăх сыхлав темине хускатнă май Владимир Путин кашни регионти поликлиникăсенче, район больницисенче, васкавлă пулăшупа тивĕçтерекен станцисенче юсав ĕçĕсем ирттермеллине палăртрĕ. Президент тухтăрсемпе фельдшерсен, уйрăмах ялсемпе поселоксенче, пĕчĕк хуласенче ĕçлекенсен, пурăнмалли кĕтеспе çыхăннă ыйтăвĕсене татмаллине те асăнчĕ.
Владимир Путин черетлĕ Çырура кашни сферăна пырса тивекен вун-вун ыйтăва хускатрĕ, нумай çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртме тĕллев лартрĕ. «Пĕр-пĕринпе канашласа çеç пурăнăçа лайăх енне улăштарма пулать. Раççей вăл — эпир. Яланах — пĕрле» — терĕ вăл пурне те пĕрле ĕçлеме чĕнсе каласа.
Комментари
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Михаил ИГНАТЬЕВ:
«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври регионсен пуçлăхĕсемпе ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене çемье туприпе йăли-йĕркине упраса хăварас ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, халăхăн тупăш пайне ÿстерес, нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен ытларах тĕрев парас, экономикăна хăватлантарас ыйтусем малти вырăнта. Сывлăх сыхлавне, вĕренÿ пайне те патшалăх енчен пулăшусем куçарма пăхса хăварнă. Мĕнпур ыйтусене тĕпрен татса пама федераци хыснинчен ытларах укçа куçарса пама йышăнатпăр терĕ çĕршыв Президенчĕ. Социаллă ыйтусене пурнăçлассине патшалăх программисемпе çыхăнтарса пыма тăрăшăпăр терĕ вăл. Паянхи куна илес пулсан, чылай ĕçе пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех РФ Президенчĕн Пуçарăвĕсене тĕпе хурса пурнăçланнă. Пуласлăхра тата та ĕçсем пур-ха. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсене эпир туллин пурнăçласа пырассине шанатăп. Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне лайăхлатассишĕн яваплăха туйса, таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕçлесе пыма тăрăшăпăр. РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевсем Чăваш Ен территорийĕнче туллин пурнăçланĕç».
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *