Пирĕн пурнăçра мĕн улшăнĕ?

Пирĕн пурнăçра мĕн улшăнĕ?

2020 çулта Раççейре пурăнакансене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ: ытти чухнехи пекех, çитес çул та нумай саккун вăя кĕрет, çав шутран нумайăшĕ — кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнченех.
Электронлă ĕç кĕнекисем
Çĕнĕ çултан Раççейре электронлă ĕç кĕнеки пирки калакан саккунсем «ĕçлеме» тытăнаççĕ. Çапла майпа малашне пуçлăхсем организацире вăй хуракан кашни çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ тата стажĕ пирки калакан кăтартусене Пенси фондне онлайн мелпе парĕç. Çав хушăрах çыннăн суйлама ирĕк пур: электронлă ĕç кĕнеки илмелле-и е малтанхи хутлă документах хăвармалла-и; Çĕнĕ тытăм çине куçас тесен гражданинăн алă вĕççĕн çырса заявлени памалла. 2021 çулхи кăрлач уйă-хĕн 1-мĕшĕнчен официаллă майпа ĕçлеме пуçлакансен хутлă ĕç кĕнеки илме май пулмĕ.
7,5 процент ÿснĕ
Ĕç укçин чи пĕчĕк виçи /МРОТ/ ÿсет: чăн та — 850 тенкĕ çеç, урăхла каласан 7,5 процент. Çак виçе хальхи пек 11 пин те 280 тенкĕ мар, 12 пин те 130 тенкĕ пулĕ. Маларах МРОТ 2018 çулта пысăкланнă.
Пособин ытларах çемье илĕ
Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн паракан пособие илекен çемьесен шучĕ ÿсĕ, мĕншĕн тесен унăн кирлĕлĕх критерине улăштарнă. Ку пулăшăва малашне çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ уйăхри пурăнма кирлĕ чи  пĕчĕк  икĕ  виçерен  ытла  мар  пулсан  параççĕ /хальччен ку кăтарту 1,5 пулнă/. Унсăр пуçне тÿлевсене малтанхи икĕ ачашăн вĕсем 3 çула çитичченех параççĕ. Аса илтеретпĕр: хальччен ачине 1,5 çултан пуçласа 3 çулччен пăхнăшăн уйăхра 50 тенкĕ панă.
Ĕçлемен пенсионерсен
Ĕçлемен пенсионерсен кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенсийĕсем 6,6 процент пысăкланаççĕ. Патшалăхăн пенси тивĕçтерĕвĕ те, çав шутрах социаллă пенсисем те, 7 процент ÿсĕç, анчах ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Индексаци Раççейри ĕçлемен 31 миллиона яхăн пенсионера пырса тивĕ. Вăл инфляцирен те пысăкрах пулĕ.
Налукăн пĕр пайĕнчен хăтараççĕ
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн — студентсене, курсантсене, ординатурăра вĕренекенсене, ассистент-стажерсене, адъюнктсемпе аспирантсене укçан пулăшу илнĕ чухне тупăш çине хуракан налука тÿлессинчен хăтараççĕ. Чăн та, çак пулăшу çулталăкра 4 пин тенкĕрен ытла мар пулсан. Унсăр пуçне чрезвычайлă лару-тăрура шар курнисене те тупăшран илекен налука тÿлеттермеççĕ. Терактсенче, тĕрлĕ синкерте тата чрезвычайлă ытти лару-тăрура шар курнисене аренда условийĕпе /уншăн федераци бюджечĕ тÿлесен/ çурт-йĕрпе тивĕçтерекен граждансен те НДФЛ тÿлемелле мар.
Номерсĕр юрамасть
Хальхи вăхăтра автомобиле учета тăратмашкăн 10 кун параççĕ, çак хушăра çĕнĕ машинăпа номерсĕрех çÿреме юрать. Çĕнĕ правилăпа килĕшÿллĕн — автомобиле дилер регистрацилĕ: автосалонсем кирлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухнă хыççăн «Ятарлă организаци» статусне илĕç, çавна май документсене хăйсемех ÇÇХПИне пама, номер паллисене хатĕрлеме пултарĕç. Çапла майпа машинăсем автосалонсенченех номерпе тухĕç. Усă курнă машина туянакансен малтанхи пекех 10 кунран кая юлмасăр автомобиле учета тăратмалла.
Автомобильсем хакланаççĕ
Çĕнĕ çултан автомобильсем хакланаççĕ. Çакă утилизаци сборĕн ставкисем пысăкланнипе çыхăннă. Кун пирки калакан йышăнăва Дмитрий Медведев алă пуснă. Çăмăл автомобильсен хакĕ уйрăмах ÿсĕ: вăтамран 110,7 процент. Çав хушăрах вăл е ку автомобилĕн хăватĕнчен те килет. Правительство утилизаци сборне пысăклатнине импортран кÿрсе килекен автомобильсен таможня пошлинисене чакарнă хыççăн компенсаци мери пек палăртать. Рынока хутшăнакансен шухăшĕпе — автосалонсен хаксене пысăклатма тивет. Сăмах май, хаксем 2019 çулта ыйтакан-туянакан сахал пулнăран чакнă. Çав хушăрах РФ Промышленноçпа суту-илÿ министерстви машинăсен хакĕ тăруках ÿсессине кĕтмест. Унта ĕçлекенсем палăртнă тăрăх — Раççей автомобилĕсен хакĕсене пĕр шайра тытса тăма патшалăх пулăшăвĕн мерисем пулăшĕç.
Акцизсем пыскăланаççĕ
Хĕрлĕ тата шурă пылак эрех те хакланать, çакă кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен акцизсем пысăкланнипе çыхăннă. Кун пирки калакан саккуна Владимир Путин Президент кăçал авăн уйăхĕнче алă пуснă. Эрех малашне те хакланĕ. 2020 çултанпа акциз 1 литршăн 31 тенкĕпе танлашĕ, 2021 çултанпа — 32 тенкĕпе, 2022 çултанпа — 33 тенкĕпе. Шампань эрехĕ те хакланĕ: 2022 çулта 43 тенкĕ пулĕ. Унсăр пуçне саккун эрех тумалли материлсем çине акцизсем çирĕплетет, малтан вĕсем çине налук хуман. Акциз эрех тата шампань эрехĕ, ликер, тулли цикл технологийĕпе тăвакан спирт хутăшне хатĕрлемешкĕн усă куракан иçĕм çырлине те пырса тивĕ. Ку саккун хамăр çĕршыври производительсене пулăшма тивĕç.
Органика продукцийĕ
«Химисĕр», «ГМОсăр» тесе палăртнă органика апат-çимĕçне пĕр иккĕленмесĕрех туянма юрать лавккасенче. 2020 çулхи кăрлач уйăхĕнчен органика продукцийĕ пирки калакан саккун тата органика продукцийĕн сертификацийĕн системи вăя кĕреççĕ. Çапла майпа тепĕр çултан производительсем хăйсен таварне маркетинг тĕллевĕпе «органик» тесе палăртаймаççĕ. Европа тата АПШ çĕршывĕсенче «био» тата «органик» тесе палăртни химикатсемпе, пестицидсемпе, гербицидсемпе, антибиотиксемпе усă курманнине пĕлтерет. Раççейри саккунсенче хальччен био- тата «органик»-продукци мĕне пĕлтернине палăртман, çавăнпа тавар туса илекенсем çакнашкал паллăпа потребительсене илĕртес тĕллевпе усă курнă.
Хваттер туянакансене хÿтĕлĕç
Федераци Канашĕ раштав уйăхĕнче Патшалăх Думи йышăннă саккуна — куçман пурлăх туянакансене, тÿрĕ кăмăллисене, ултавçăсенчен хÿтĕлесси пирки калаканнине — ырланă. Экспертсем палăртнă тăрăх — ултавçăсем ытларах чухне суя документсем хатĕрлеççĕ: харпăрлăх правине çирĕплетекеннисене, хваттер сутма ирĕк паракан шантару хутне. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн — енчен те çын патшалăх реестрĕнчи информацие тĕпе хурса çурт-йĕр туяннă тăк вăл тÿрĕ кăмăллă /добросовестный/ шутланать. Ултав çиеле тухсан хваттере, паллах, харпăрлăхçа каялла тавăрса параççĕ. Анчах хваттере сутнă ултавçăсенчен укçана шыраса илейместĕн. Вĕсене пула шар курнă туянакансен, тÿрĕ кăмăллисен, федераци хыснинчен компенсаци илме ирĕк пур, пĕтĕмпе — 1 миллион тенкĕрен ытла мар /хваттер хакĕнчен ытла мар паллах/.
2020 çулăн ытти уйăхĕнче те çĕнĕлĕхсем вăя кĕрĕç, вĕсемпе вулакансене малашне те паллаштарăпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code