Пятница, Январь 17

Пулă тытса шÿрпе пĕçернĕ

Пулă тытса шÿрпе пĕçернĕ

Январĕн 3-мĕшĕнче Янкасси ялĕнчи юханшыв хĕррине хĕллехи вăхăтра пулă тытма кăмăллакансем пуçтарăннă. Ку мероприятие иккĕмĕш çул ĕнтĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Николай Алексеев тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ йĕркелеççĕ. Кăçал çак хăйне евĕр ăмăртăва Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчен 50 ытла пулăç хутшăннă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартса чи лайăх пулăç ята тивĕçме ăнтăлнă.
Пуçтарăннисене Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, ăмăртăвăн йĕркелÿçи Николай Алексеев Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламланă, тупăшура мала тухма суннă. Ăмăртăвăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай /виçе тăрăх/ пулă тытакан Елчĕк районĕнчен килнĕ Алексей Смирнов пулни палăрнă. Вăл тĕп парнене — эхолота тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна Асанкасси ялĕнчи Владимир Иванов, виççĕмĕш вырăна Тĕвенеш ялĕнчи Алексей Салмин йышăннă. Вĕсем те хаклă парнесен хуçисем пулса тăнă. Чи пысăк пулла Валерий Дмитриев /Янкасси/ туртса кăларнă. Чи çамрăк пулăçа Трифон Никифорова тата чи аслă пулăçа Александр Кудрявцева ятарлă парнесемпе хавхалантарнă. Унсăр пуçне ăмăртăвăн спонсорĕсем — Сергей Ивановпа Николай Степанов пулă тытакансене парнесем панă.
Юлашкинчен хĕллехи вăхăтра пулă тытма кăмăллакансем кăвайт çинче пĕçернĕ пулă шÿрпипе тата вĕри чейпе сăйланнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code