Вторник, 23 апреля

Спартакиадăна хатĕрленер

Спартакиадăна хатĕрленер

ЧР Спорт министерстви тата Раççей пенсионерĕсен союзĕн вырăнти уйрăмĕ кăçал пенсионерсем хушшинче «Спортивное долголетие» спартакиада ирттерме палăртнă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркелеççĕ.
Спартакиада тĕллевĕ — пенсионерсем хушшинче физкультурăпа спорта анлăн сарасси, тивĕçлĕ канурисене спортăн тĕрлĕ тĕсĕсене явăçтарасси, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартса парасси. Ку спартакиадăна 60 çултан иртнĕ арçынсемпе 55 çултан иртнĕ хĕр-арăмсем хутшăнма пултараççĕ. Командăра 4 арçынпа 4 хĕрарăм пулмалла.
Кăçалхи спартакиада январь уйăхĕнчех пуçланать. Çак уйăхра сĕтелçи теннисла, шахматла тата шашкăлла выляс енĕпе ăмăртусем иртеççĕ. Вĕсене пĕр хĕрарăмпа пĕр арçын хутшăнать. Февраль уйăхĕнче винтовкăран тĕл перес, йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăртусем пулаççĕ. Март уйăхĕнче командăри пенсионерсем шывра 50 метра ишессипе тата дартс енĕпе тупăшĕç. Малалла вара волейбол тата мини футбол вăййисем пулĕç. Вĕсем малтан зонăра иртеççĕ, унтан вырăнти çĕнтерÿçĕсем республика шайĕнче выляççĕ. Спартакиадăн финалĕ май уйăхĕнче Кÿкеç поселокĕнче иртет. Унта спортсменсем 800 метра чупса тата эстафетăна хутшăнса ăмăртаççĕ. Палăртса хăварам: мини футболпа волейбол вăййисемсĕр пуçне пур ăмăртура та командăна кĕнĕ 4 арçынпа 4 хĕрарăм çеç тупăшаççĕ.
Район команди пур енĕпе те лайăх хатĕрленсе çак спартакиадăра ăнăçлă ăмăртасса шанатпăр.
В.ПУНДЯКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *