«Шанчăк» — 30 çулта

«Пенсие тухсан кунĕпе килте, ĕçе çÿремесĕр, çынпа хутшăнмасăр вăхăта мĕнле ирттермелле пулать ĕнтĕ?» — пенси çулне çывхарса пыракансем çакăн пек каланине час-часах илтме пулать. Чылай чухне çакă мăшăрĕсĕр юлнисене пăшăрхантарать. Ачи-пăчисем çунат сарса йăваран вĕçнĕ, вĕсен хăйсен çемйисем. Пĕччен кун иртмест пек туйăнать ĕнтĕ. Комсомольскинче пурăнакан пенсионерсен кун пек пăшăрханма сăлтав çук. Районти тĕп библиотека çумĕнче «Шанчăк» клуб ĕçлет. Унта шăпах аслă çултисем çÿреççĕ.
Çак кунсенче «Шанчăк» клуб хăйĕн 30 çулхи юбилейне уявларĕ. Клуба çÿрекенсем хаваспах уява пуçтарăнчĕç, 30 çул каяллахине аса илчĕç, паянхи ĕçсене те тишкерчĕç. «Шанчăк» клуба 1989 çулта йĕркелесе янă. Ун чухне ăна Ефросиния Алексеева ертсе пынă /шел пулин те, вăл халĕ çук пирĕн хушăра/. Çак клуба аталантарса пырассишĕн питĕ нумай ĕç тунă вăл. Унсăр пуçне мĕн тери пултаруллă алă ăсти пулнă. Уява пухăннисем Ефросиния Алексеевăна асăнса унăн ĕçĕсенчен хатĕрленĕ куравпа хаваспах паллашрĕç. Малалла клуб ĕçне Маргарита Бормотина, унтан Лидия Карзакова йĕркелесе пынă. Халĕ, 22 çул ĕнтĕ, ку ĕçе Валентина Боровкова пурнăçласа пырать.
Библиотека ĕçченĕсем ветерансен «Шанчăк» клубĕн историне тишкерсе видеоролик хатĕрленĕ. Экран çинче çул хыççăн çул ылмашăннă май пуçтарăннисем нумай саманта куçĕсем умне çĕнĕрен кăларса тăратрĕç, чылай çынна аса илсе ăшă сăмахсем каларĕç.
«Шанчăка» чăннипех те пултаруллă çынсем çÿреççĕ. Вĕсем хушшинче «Каçал» халăх фольклор ансамблĕнче юрлакансем те, сăвă шăрçалакансем те, алă ĕçĕ тăвакансем те чылай. Ветерансем час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ, уявсене, тĕлпулусене хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне кунта пуçтарăнса юбилярсене чысласси йăлана кĕнĕ.
Уявра «Шанчăк» клуба çÿрекенсене районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Екатерина Челакова ăшшăн саламларĕç. Ветерансен районти совечĕн председателĕ Юрий Тимофеев «Шанчăк» клуба район администрацийĕн пуçлăхĕн тата районти ветерансен совечĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Уявра салам сăмахĕсем чылай янăрарĕç, клубăн хастарĕсене Тав хучĕсем парса савăнтарчĕç. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ хăйĕн юрри-ташшипе пурне те хаваслантарчĕ.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *