Пятница, 3 февраля

Ют чĕлхепе мĕн ачара туслă

Ют чĕлхепе мĕн ачара туслă

Декабрĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасен пултарулăхĕн ют чĕлхесемпе иртекен «English for arts» районти IV фестивалĕ иртрĕ. Ăна ачасене ют çĕршыв литературипе интереслентерес, пĕр-пĕринпе ют чĕлхепе хутшăнма вĕрентес тĕллевпе йĕркелерĕç. Акăлчан чĕлхипе класс тулашĕнче те ĕçлени чĕлхене ытларах аталантарма, нумайрах сăмах ас туса юлма, монолог тата диалог евĕр пуплеме вĕренме пулăшать, ачасене ку предметпа тата та ытларах интереслентерет.
Фестивале районти пур шкулта вĕренекенсем те хастаррăн хутшăнчĕç. Вăл виçĕ номинаципе иртрĕ: «Ют чĕлхепе сăвă каласси», «Ют чĕлхепе юрă юрласси», «Ют чĕлхепе сценка лартасси». Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене виçĕ ушкăнра палăртрĕç.
Нимĕçле сăвă каласа Шурут вăтам шкулĕн 2-мĕш класĕнче вĕренекен Анна Красильникова тата Урмаел вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче ăс пухакан Лейсен Шакурова мала тухрĕç. Акăлчанла сăвă калакансем хушшинче вара Юлия Смирнова /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/, Алсу Хабибуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/, Диана Анисимова /Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕ/ çĕнтерÿçĕсем пулчĕç.
Асанкасси вăтам шкулĕнчен килнĕ ачасен пултарулăх коллективĕ нимĕçле юрă шăрантарса палăрчĕ. Акăлчанла юрлакансем хушшинче Елизавета Зверева /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/ тата Анастасия Крылова /Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/ юрлани жюрире ларакансене пуринчен ытла тыткăнларĕ.
Тепĕр номинацире вара Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче ăс пухакансем «Теремок» юмаха нимĕçле кăтартса пачĕç. Акăлчанла сценка лартакансем хушшинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 2—3-мĕш классен ачисен тата Тукай Мишер вăтам шкулĕн 5-мĕш класĕнче пĕлÿ пухакансен юмахĕсем мала тухрĕç.
Конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем грамотăсене тивĕçрĕç. Эпир вĕсене саламлатпăр, малашне те ют чĕлхесемпе туслă пулса çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Г.ХАЙРТДИНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *