Выля, хуткупăс

Декабрĕн 17-мĕшĕнче Урмаелĕнчи культура çуртĕнче регионсем хушшинчи «Играй, гармонь!» /»Уйнагыз, гармуннар!» / конкурс иртрĕ. Конкурса халăх инструменчĕсемпе вылякансем хутшăнчĕç.
Районти пултаруллă çынсем çеç мар, республикăри тата ытти регион хастарĕсем те килсе çитрĕç уява. Акă, Адыгея республикин пултаруллă юрăçи Адам Ачмиз конкурса хутшăннипе пĕрлех культура ĕçченĕсем валли ăсталăх класĕ те ирттернĕ. Шкулта вĕренекенсем, культура училищинче пĕлÿ пухакансем, вăтам тата аслăрах çулхисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. «Уйнагыз, гармуннар!» пĕр-пĕринпе тупăшмалли конкурс çеç мар, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашмалли уяв та. Унта уйрăмах тĕрлĕ çулсенчи пултаруллă çынсем хутшăнни паха. Çамрăксем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *