Чăрăша кассассăн – явап

Чăрăша кассассăн – явап

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енри вăрмансенче лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп тĕрĕслĕç.
Йывăçсене саккуна пăсса кассан /тепĕр майлă каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан/ административлă майпа явап тыттарса штрафлама пултараççĕ. Уйрăм çынсен кĕсьене 3—4 пин тенкĕлĕх çÿхетмелле, должноçри çынсен — 20—40 пинлĕх, предприяти-организацисен — 200—300 пинлĕх.
Йывăç каснă чух автомототранспортпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе усă курсан уйрăм çынсен те яваплăх пысăкрах. Вĕсене 4—5 пин тенкĕлĕх штрафлĕç. Чăрăшсене йĕркене пăхăнмасăр кассассăн РФ Уголовлă кодексĕн 260-мĕш статйипе явап тыттарма та май парать саккун. Унпа килĕшÿллĕн 500 пин тенкĕ таран штраф пама е тата 2 çултан пуçласа 7 çулччен ирĕксĕр те хăварма пултараççĕ.
Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *