Вторник, 23 апреля

Уявра пушар ан тухтăр

Çĕнĕ çул уявĕсем умĕн кил-çурта елкăсемпе, шарсемпе, гирляндăсемпе илемлетесси йăлана кĕнĕ. Анчах та çакна тĕрĕс мар тусан кил-çуртсăр тăрса юлма пулать. Районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕ Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерет.
Чăрăша лайăх вырнаçтарса лартмалла, унăн турачĕсемпе тăрри стенасене, маччана, сĕтел-пукана лексе тăмалла мар. Чăрăша ăшăтмалли приборсем çывăхне вырнаçтарма юрамасть. Çавăн пекех вăл пÿлĕмрен тухма чăрмантарса ан лартăр. Уяв пÿлĕмĕнче шыв пичкипе хăйăр ещĕкĕ пулсан аван. Пушар сиксе тухас пулсан вĕсем алă айĕнчех пулччăр.
Бенгаль çулăмĕсемпе, петардăсемпе тата хлопушкăсемпе пÿртре усă курмалла мар. Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне вут-хĕм чылай аякка сапаланма, çулăм кăларма пултарать. Енчен те электрогирлянда хыпса илчĕ пулсан, ăна чи малтанах розеткăран кăлармалла. Чăрăша урайне йăвантарса хулăн пусмапа витмелле е хăйăрпа хупламалла. Чĕрĕ чăрăша сÿнтерме шыв сапмалла. Анчах та искусствăлла елкăна сÿнтерме ку мел мая килмест. Вăл çуннă чухне синтетика материалĕсем ирĕлеççĕ, шыв сапсан çак вĕри тумламсем айккинелле сирпĕнсе пушара тата та сараççĕ. Огнетушитель алă айĕнче пур пулсан, унпа усă курмалла. Çунакан полимерсем питĕ наркăмăшлă. Çавăнпа та çулăма кĕске хушăра сÿнтерме май килмесен, çуртран тухмалла, пушар хуралĕн ĕçченĕсем килессе кĕтмелле.
Çывхарса килекен уявсем хаваслă иртчĕр, лайăх самантсемпе çеç асра юлччăр!
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *