Суббота, 20 апреля

Фестиваль ачасене пĕрлештерет

Асамлăха ĕненме пĕлмелле. Вăл пирĕн çумрах çÿрет. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Аня Матросова, Таня Матросова, Саша Басникова, Валерия Кузьмина Мускавра Раççей шкул ачисен юхăмĕ ирттерекен фестивальте пулчĕç. Чăн-чăн Çĕнĕ çул парни пулчĕ ку пирĕншĕн. Эпир портфолио пуянлăхĕпе мала тухса хĕллехи фестивале çитсе курма пултартăмăр.
Раштавăн 13-мĕшĕнче чăн-чăн асамлă юмаха лекнĕнех туйăнчĕ. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче савăнăçлă уява уçрăмăр, ушкăнсене пайлантăмăр. Пирĕн ушкăн «Çăлтăрсен ушкăнĕн вăхăчĕ» ятлă пулчĕ. Раççейĕн ытти регионĕсенчен килсе çитнĕ ачасемпе вăйă выляса паллашрăмăр, 3D ÿкерчĕксем турăмăр. Каçпа РДШ проекчĕсем çинчен квеста хутшăнтăмăр.
Тепĕр кун ирех тăрса зарядкăна тухрăмăр. Ун хыççăн апатлансан Çĕнĕ çулхи Мускавпа паллашрăмăр. Кивĕ тата Çĕнĕ Арбатра, «Музеон» паркра, Кремльте пултăмăр. Вăл çеç-и; Мускав хулинчи «ЦСКА» аренăра хоккей вăййи курса килентĕмĕр. Раççей хоккеисчĕсене чунтан кăшкăрса çĕнтерме хавхалантартăмăр. Ку ахаль пулмарĕ, Раççей команди чехсене çĕнтерме пултарчĕ.
Виççĕмĕш кунхине «Çĕнтерÿ» музейра пулса нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнчи самантсене лекнĕн туйăнчĕ. Кунта пĕтĕмпех ĕнентерÿллĕ пек. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртрĕ, фестивале хупма та вăхăт çитрĕ. Кашни çул уявăн юлашки кунĕнче çак юхăм çинчен çĕнĕ юрă юрласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та фестивале ертсе пыракансем ачасене хаваслă юрă парнелерĕç. Пурте пĕрле хутран чи вăрăм гирлянда туни рекордсен кĕнекинче çырăнса юлчĕ.
Хĕллехи Мускавра Çĕнĕ çул çывхарни аванах туйăнать. Пĕтĕм çĕрте илемлĕ çутăсем ялкăшаççĕ: хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, шурă. Капăр чăрăшсем чуна илĕртеççĕ, суту-илÿ точкисенче мĕн чухлĕ Çĕнĕ çул япали тата;
Кунсем тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа иртсе кайрĕç. Вĕсем пуян, тĕрлĕ енлĕ, асра юлмалла пулчĕç. Кашнинех унта пулса курма сунатăп. Çакăн пек телей кайăкне пирĕнтен кашниех тытма пултарать. Мĕнле тетĕр-и; Олимпиадăсене, конкурссене, фестивальсене хутшăнăр, çĕнтерĕр. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те маттур пулăр. Тен, çитес çул эсĕ те унта çитсе курăн. Раççей шкул ачисен юхăмĕ ирттерекен фестивальте курмалли, пĕлмелли чăннипех те нумай пулчĕ. Тепĕр çулччен, фестиваль!
А.МАТРОСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *