
Декабрĕн 9—13 мĕшĕсенче район территорийĕнче «Должник» операци иртет. Унăн тĕллевĕ — административлă йĕркене пăснăшăн вăхăтра штраф тÿлемен çынсене тупса палăртасси тата штрафа тÿлеттересси. Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркин кодексĕпе килĕшÿллĕн штрафа вăхăтра тÿлемен граждансене кодексăн 1-мĕш пайĕн 20.25 статйипе явап тыттараççĕ. Çавăнпа та штрафа вăхăтра тÿлемеллех. Унсăрăн унăн виçи те ÿсет. Маларах тÿленинчен ырри нимĕн те çук.
Р.МАВЛЮТОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн инспекторĕ.