Четверг, 18 апреля

Транспорт налукĕнчен хăтарнă

Транспорт налукĕнчен хăтарнă

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин уйрăм саккунĕсен акчĕсене çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе йышăннă проектсене тишкерсе тухнă.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн докладĕнче енчен те çемьесенче сусăр ачасем пур пулсан, вĕсен транспортшăн налук тÿлемелле маррине, саккунпа килĕшÿллĕн хăтарма майсем пуррине асăннă. Кун пирки пуçарăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев тăратнине, унăн шухăшне «Единая Россия» политика партийĕн членĕсем хапăл тусах ырланине пĕлтернĕ ведомство ертÿçи. «Чи малтан çăмăллăхсем тÿрремĕнех инвалидсем валли пулĕç. Сусăрсене усрава, опекăна илнĕ çемьесем Чăваш Енре сахал мар. Мĕн пур ятарлă служба ĕçченĕсемпе пĕрле пăхса тухнă хыççăн, регионта пурĕ 5 пин ытла çемьене шута илнĕ. Кашни иккĕмĕш çемье машина тытать. Тепĕр чухне сусăрсене шкула, сиплев учрежденийĕсене тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене илсе çитермелле. Налуксем пирки ыйтăва эпир республика пуçлăхĕ патне тăратрăмăр. Вăл тÿрех пирĕн сĕнĕве ырларĕ», — тесе хыпарланă Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *