Четверг, 9 февраля

Кашни ыйту шутра

Кашни ыйту шутра

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Раççейре йышăну кунĕ иртрĕ. Граждансене РФ Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсенче, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсенче кăнтăрлахи 12 сехетрен пуçласа каçхи 8 сехетчен йышăнчĕç. Йышăну кунне кашни çулах йĕркеленин тĕллевĕ — патшалăх е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем çынсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшни, вĕсене уçăмлатни. Çавна май районта пурăнакансене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç. Çийĕнчех татса пама май пур ыйтусем çине хуравсем пачĕç, патшалăх влаç органĕсене пырса тивекеннисене çитес вăхăтра хуравлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *