Çĕршывăмăрăн кашни кĕтесĕнче тĕрлĕ илем конкурсĕсем йĕркелеççĕ. Шкул ачисем, хĕр-хĕрарăмсем чи чиперрин ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ. Пирĕн республикăра та кашни çулах «Раççей чăваш пики» конкурс йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Кăçал вăл декабрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкар хулинче, Чăваш оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Çак конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килсе çитнĕ пикесен пултарулăхне çеç мар, вĕсем чăваш культурипе йăли-йĕркине, тăван чĕлхене лайăх пĕлнине шута илсе хакланă. Комсомольски районĕн чысне «Раççей чăваш пики» конкурсра Тукай хĕрĕ Татьяна Матросова хÿтĕлерĕ.
Татьяна пултаруллă, маттур пулнине районта йĕркеленĕ «Шкул пики» конкурсра çĕнтерниех çирĕплетсе пачĕ. Çивĕч ăс-тăнлă, харсăр пике ун чухнех жюри членĕсене маттур пулнипе тĕлĕнтерчĕ. Халĕ вара вăл Раççей шайĕнчи конкурса хутшăнса сумлă жюрие тыткăнлама пултарчĕ. Пултаруллă хĕр çитĕнет Каçал тăрăхĕнче. Вăл тĕрлĕ тупăшусем витĕр тухса 20 пике хушшинче чи-чи маттурри пулчĕ. Татьяна Матросова «Раççей чăваш пики —2019» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çак кунсенче эпир унпа тĕл пулма та ĕлкĕртĕмĕр.
— Татьяна, мĕнлерех кăмăл-туйăм парнелерĕ сана конкурс? — пуçларăм калаçăва.
— Конкурса хутшăннă кашни пике чи лайăххи ята тивĕç тесе шутлатăп. Сцена çине тухса хăвăнпа паллаштарни, пултарулăха кăтартни хăех çĕнтерÿ вĕт. Анчах кирек мĕнле тупăшура та пĕр çĕнтерÿçĕ çеç, çавăнпа та кăçалхипе тăххăрмĕш хут йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерме пултарнишĕн паллах савăнатăп. Унта хутшăнма сĕнÿ панăшăн культура ĕçченне Владимир Павлова тав тăватăп. «Таня, конкурса хутшăн», — терĕ вăл мана. Эпĕ сĕнĕве шута илтĕм, аттепе анне хирĕçлемерĕç. Шутларăмăр та хутшăнтăмăр. Çĕнтерÿ çăмăл килмен. Кашни кунах пултарулăха туптанă, хатĕрленнĕ, кашни минутпа туллин усă курнă. Çĕр çывăрман каçсем те пайтах пулнă. Тĕплĕн хатĕрлентĕм конкурса. Эпĕ çеç мар, аттепе анне, йăмăксем, аппа, шăллăм, тăвансем, вĕрентекенсем, юлташсем яланах çумра пулчĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе савăнтарчĕç. Чи çывăх çыннăмсем çумра пулни малтан мала утма хавхалантарчĕ. Сцена çинче те хумханмарăм, хамран мĕн килнине 100 проценчĕпех, тен, ытларах та турăм. Залра ларакансем те нумай хавхалантарчĕç. Тавах вĕсене, — терĕ пике.
Сумлă ята тивĕçнĕ хĕрпе тĕплĕнрех паллаштарас пулсассăн, таврара ăна пĕлмен çын çук. Татьяна — Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра пĕлÿ пухать. Вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Вăл обществăлла пур ĕçе те хастар хутшăнать. Унсăр шкулти пĕр мероприяти те иртмест. Вăл концертсене, конкурссене ертсе пыма маçтăр. Унсăр пуçне хăй те юрлама, ташлама, тĕрлĕ рольсене калăплама ăста.
— Татьяна, сана ытларах сцена çинче мĕн тума килĕшет? — тесе ыйтрăм.
— Шанса панă ĕçрен нихăçан та пăрăнмастăп. Мана ытларах вара залра ларакансене савăнтарма килĕшет, — терĕ пĕр шутласа тăмасăрах хĕр.
Çавăнпах пулĕ Татьяна залра ларакансене çеç мар, сенкер экран пăхма кăмăллакансене савăнтарас тĕллевпе кăçал «Чувашфильм» ÿкерекен «Директор» кинора Варя рольне калăпланă. «Мана çын чунне пырса тивекен сăвăсем вулама, роль выляма ытларах кăмăла каять. Акă, конкурсра та Муса Джалилĕн «Тискерлĕх» сăввине /Валери Туркай куçарнă/ куракансен чунне пырса тивмелле вуларăм. Сăвăри сăмахсем чун витĕр тухрĕç», — терĕ Таня.
Ĕмĕтсене пурнăçлама чиперккене мĕн пулăшать-ши тата? Пур çĕре те ĕлкĕрме ăçтан вăй çитерет-ши вăл? Татьянăна мĕн пĕчĕкренех ашшĕпе амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕпе кукашĕ тĕрлĕ енлĕ аталантарнă. Çавăнпа та вăл тĕрлеме, çыхма, юрлама, ташлама, купăс калама, сăвă çырма, тутлă апат-çимĕç пĕçерме ăста. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, конкурс валли пике асламăшĕн йăхран йăха упранса юлнă рецепчĕпе шăрттан хатĕрленĕ. Амăшĕн вăрттăнлăхĕсемпе тутлă кукăль, чÿлмекре çĕр улми шарккăвĕ пĕçернĕ. Жюри членĕсене те юрă юрласа хăйĕнпе паллаштарнă.
Таня нумай ачаллă çемьере çуралнă. Матросовсем: Алина Ильиничнăпа Алексей Николаевич пилĕк ачана кун çути парнеленĕ. Çемьере тăватă хĕрпе ывăл çитĕнет. Вĕсем пурте маттур, ĕçре хастар, вĕренÿре — чи малтисем. Çакă пĕтмпех ашшĕ-амăшĕн паха воспитанийĕнчен килеççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Аньăпа Таня çитес çул 11-мĕш класран вĕренсе тухаççĕ, ыттисем вăтам шкула илсе çитерекен сукмака такăрлатĕç. Кĕçĕннисем аслисенчен вĕренсе пыраççĕ. Лида, Коля, Арина аслă аппăшĕсенчен тĕслĕх илсе вĕсем пек маттур пуласшăн. Туслă çемьере пур ĕçе те пĕрле пурнăçлама хăнăхнă. Матросовсем «Пурте — пĕриншĕн, пĕри — пуриншĕн!» каларăшпа пурăнаççĕ. Çемьере аслисем хисеплĕ вырăнта. Акă, сăмахран, кукамăшĕпе кукашшĕнех илер-ха. Зинаида Егоровнăпа Илья Васильевич Плешковсем мăнукĕсене мĕн пултарнă таран пурнăçра сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Мăнукĕсем те вĕсенех хунă пулĕ: юрлаççĕ, ташлаççĕ, купăс калаççĕ. Таня музыка шкулĕнче пĕлÿ пухнăран кукашшĕ пек купăспа выляма вĕреннĕ. Çак ăсталăха ăна Галина Геннадьевна Степанова хăнăхтарнă.
Пултаруллă хĕр кам пулма ĕмĕтленет-ха; Çакă вăрттăнлăхра пулин те Таня пурнăçра вĕрентекен профессине суйласа илме те хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Педагог профессине чунтан хисеплет вăл. Ахальтен мар Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн педагогĕ Валентина Анатольевна Филиппова куллен пулăшса пынине пĕрре кăна мар асăнчĕ. Халĕ те Валентина Анатольевна конкурса хатĕрленме сахал мар вăй хунă, çĕнĕ шухăшсем панă.
Декабрĕн 7-мĕшĕ Таня Матросова пурнăçĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлчĕ пулĕ тесе шутлатăп. Çак куна вăл тĕплĕн хатĕрленнĕ, хумханнă. Тăрăшни сая каймарĕ, вăл чи сумлă ята тивĕçрĕ. Таньăпа çывăх çыннисем, тăванĕсем, юлташĕсем чăннипех те мухтанаççĕ. Эпир те вăл район чысне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн хĕпĕртетпĕр. Таня пурнăçĕнче вара çĕнтерÿсем татах та пулччăр. Ăнăçу сан, пике!
А.ЕФРЕМОВА.