Суббота, 27 апреля

Энергетик – интереслĕ те кирлĕ професси

Паянхи кун электричествăсăр пурăнма çук тесе çирĕплетсех калама пулать. Пĕр çур сехетлĕхе çутă сÿнсенех хамăра ниçта хума пĕлместпĕр, тĕттĕмре ним ĕç те тума çук, çутăсăр йăлари приборсем те ĕçлемеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ энергетиксем темĕнле асамçăсем пек туйăнаççĕ. Вĕсен ырми-канми ĕçне пула эпир хăтлă условисенче пурăнатпăр. Кам-ха вăл — энергетик; Унăн ĕçĕ мĕнле пурнăçланать; Çак ыйтусем çине тулли хурав илме пултарчĕç Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 9 «б» класĕнче вĕренекенсем.
Декабрĕн 6-мĕшĕнче «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» ПАОн кăнтăрти производство уйрăмĕн Комсомольскинчи РЭСĕнче уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Мероприятие филиалăн персонал енĕпе ĕçлекен управленийĕн специалисчĕ В.Н.Ильина уçрĕ. Унтан организаци начальникĕ А.В.Журавлев шкул ачисене энергетиксем мĕнле ĕçленипе, Комсомольскинчи РЭСăн историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
— Энергетик — паянхи кун чи кирлĕ профессисенчен пĕри. Кашни ĕçри пекех пирĕн те кăткăслăхсем пур, паллах. Апла пулин те, пирĕн ĕç питĕ интереслĕ. Енчен те эсир физика предметне кăмăллатăр пулсан, энергетика енĕпе вĕренме кайма сĕнетĕп. Пуласлăхра ку профессин пĕлтерĕшĕ тата та ÿсесси куçкĕрет, — уçрĕ вăл шухăшне.
Тĕп инженер М.М.Айзатуллов электриксем хăйсен ĕçĕнче усă куракан хатĕр-хĕтĕрсемпе паллаштарма пуçласан ачасемшĕн тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Напряжение тĕрĕслемелли тĕрлĕ приборсем, хÿтĕлев хатĕрĕсем, энергетиксен ятарлă тум-тирĕ, куçарса çÿремелли заземлени хатĕрĕсем… Тĕп инженер шкул ачисене кашни япалана кăтартса пачĕ, вĕсемпе мĕнле ĕçлемеллине ăнлантарчĕ.
Малалла производствăри хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ А.В.Семенов инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш пулăшу мĕнле памаллине ятарлă манекен çинче кăтартса пачĕ.
Шкул ачисен диспетчер пункчĕн ĕçĕпе те паллашма май пулчĕ. «Энергетик профессийĕ мĕн тери интереслĕ иккен», — пĕтĕмлетрĕç вĕсем тĕлпулăва.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *