Четверг, 25 апреля

Ача сачĕ – 50 çулта

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Вăл васкать, чупать, никама та кĕтмест. Вăхăтран юлса е малта пыма кирлĕ мар. Вăхăтпа тан утмалла, хăв суйласа илнĕ профессие юратмалла, пурнăçпа киленмелле.
Комсомольски ялĕнче пирĕн юратнă ача сачĕ вырнаçнă. «Рябинушка» тесен чылайăшĕн чĕринче ăшă аса илÿсем çуралаççĕ пулĕ. Аса илер-ха, ăçтан пуçланса кайнă вăл;
«Рябинушка» ясли 1969 çулта уçăлнă. Унăн заведующийĕ Валентина Николаевна Максимова пулнă. Вăл ку ĕçре 1998 çулхи июльччен тăрăшнă, унтан тивĕçлĕ канăва кайнă. 1971 çулта ясли валли 30 вырăнлăх типлă çурт туса хунă. Тепĕр çулхине ун çумне пристрой хăпартнă. Лидия Ивановна Лапшина, Нина Макаровна Митюкова, Галина Николаевна Николаева /Горшкова/, Галина Васильевна Муравьева воспитательте тăрăшнă. Вера Семеновна Буслаева, Мавра Васильевна Голубева, Зинаида Евграфовна Чернова, Валентина Ивановна Тарасова /Петрова/ няньăсем пулнă. Унсăр пуçне Галина Викторовна Хромова аслă медсестра, Альбина Ильинична Морозова медсестра-воспитатель, Елизавета Рипанова повар, Мария Николаева повар пулăшуçи, Ермолай Ишеев хуралçă-дворник тата Валентина Гоголева прачка яслинче ĕçленĕ.
1985 çулта ача сачĕн тата тепĕр 75 вырăнлă çурчĕ уçăлнă. Пĕтĕмĕшле ясли-садра 140 вырăн пулнă. Пурĕ унта 186 ача çÿренĕ. Ун чухне Галина Васильевна Муравьева, Валентина Константиновна Коновалова, Галина Николаевна Горшкова, Вера Николаевна Макарова, Тамара Антоновна Шеверова, Юлия Минюлловна Косова, Надежда Васильевна Панфилова, Альбина Ильинична Морозова, Вера Алексеевна Юманкина воспитательте тăрăшнă.
1991 çулта Комсомольски райĕçтăвкомĕн йышăнăвĕ тăрăх, СХТ ясли-сачĕн ĕçне Комсомольски РОНОвĕ йĕркелесе пыма пуçланă. 1996 çулта ачасем сахалланнине кура 4 ушкăн çеç юлнă, унта пурĕ 87 ача çÿренĕ. Проект тăрăх ясли-сад 110 ачана йышăнма пултарнă. 1997 çулта 5 №-лĕ «Рябинушка» ясли-садран 2 №-лĕ «Рябинушка» ача сачĕ туса хунă. Çак çулах тепĕр ушкăна хупнă, пурĕ 3 ушкăн çеç юлнă.
1998 çулта Вера Николаевна Макарова ача сачĕн заведующийĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Ку должноçра вăл 2006 çулхи августчен тăрăшнă. 1999 çулта 4-мĕш ушкăн, 2002 çулта 5-мĕш ушкăн уçăлнă. 2006 çултан пуçласа ача садне Вероника Александровна Герасимова ертсе пырать. Ăна воспитанипе вĕрентÿ енĕпе — аслă воспитатель Ольга Анатольевна Смирнова, хуçалăх енĕпе Надежда Валерьевна Кокорева завхоз пулăшса пыраççĕ. Ачасемпе пысăк опытлă 13 педагог вăй хурать. Вĕсене пулăшакан техперсонал тата 15 çынран тăрать. Хальхи вăхăтра ача садĕнче пурĕ 6 ушкăн ĕçлет.
20 çул ытла «Рябинушка» ача садĕнче тăрăшнă çынсене уйрăммăн асăнса хăварас килет. Вĕсем: Л.А.Ермулкина, В.В.Петрова, Т.А.Шеверова, В.А.Герасимова, И.М.Буланцова, Ф.З.Ямалиева, Н.А.Лаврушкина.
Пĕтĕмлетсе каласан, паянхи кун «Рябинушка» ача сачĕ ăнăçлăн ĕçлесе пырать. Малашне те ăна аталану çулĕпе çирĕппĕн утма сунатпăр.
Ача садĕнчен тĕрлĕ çулсенче тухнисене çеç мар, пурне те юбилее йыхравлатпăр. Вăл декабрĕн
20-мĕшĕнче «Рябинушка» ача садĕнче иртет.
О.СМИРНОВА,
аслă воспитатель.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *