Четверг, 25 апреля

Проекта пĕтĕмлетрĕç

Раççейри Театр çулталăкне халалланă «Театрлă Атăлçи» проект вĕçленчĕ. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă.
Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. «Чи лайăх шкул театрĕ» ята Пушкăртстанри коллектив тивĕçнĕ. «Чи лайăх студент театрĕ»— «Абрикосовый сад». Чăваш Республикинчи И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен ЧПУ çумĕнчи театр — чи лайăххи ята тивĕçнĕ. «Чи лайăх режиссер» — Дмитрий Миронов, «Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ» — Вячеслав Краснов. «Шкул театрĕсен чи лайăх актриси» — Шупашкарти 4-мĕш лицейри Роза Коробова.
Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсем «Наброски судьбы» спектакльпе конкурса хутшăннă. Студентсенчен — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Абрикосовый сад» театрĕ «Мой дедушка был вишней» ĕçпе.
Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата грантсемпе чыслаççĕ.
«Театрлă Атăлçи» проекта пурĕ 14 регионти 28 коллектив хутшăннă. Вĕсен йышĕнче 7 пин çамрăк актер. Вĕсен спектаклĕсене 10 пин ытла куракан пăхнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *