Çынран хваттер туяннă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Килĕшĕве алă пусса укçа тыттариччен хваттер хуçин коммуналлă тÿлевсемпе е капиталлă юсавшăн парăм пуррипе çуккине тĕрĕслемеллех.
Капиталлă юсав фондне хваттер туянакансем час-часах ыйтусемпе пыраççĕ. Вĕсене пĕр япала пăшăрхантарать: унчченхи хваттер хуçин капиталлă юсавшăн пуçтарăннă парăмĕ çĕнĕ хуçа çине куçни.
Саккун тăрăх, унчченхи тата паянхи хуçан парăмĕсене уйăрмаççĕ. Енчен те харпăрлăх прависем урăх çын çине куçсан, çĕнĕ харпăрçă çине капиталлă юсавшăн уйăхсерен тÿлемелли тивĕç те, унчченхи хуçан парăмĕ те куçаççĕ. Çакна РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 158 статйин 3 пайĕнче çирĕплетнĕ.
Çавна май хваттер туяннă чухне унчченхи харпăрçăн парăмсем пуррине тÿрех тĕрĕслемелле. Çакна валли сутуçăран юлашки квитанцие ыйтса илмелле е Капиталлă юсав фондĕнчен парăмсем çукки çинчен калакан справка илсе килтермелле.
Енчен те хваттер сутаканăн çакăн пек парăмсем пур пулсан, çакна суту-илÿ килĕшĕвĕнче кăтартмалла. Хваттер хакне парăм чухлĕ чакарттарса çĕнĕ хваттер хуçи ăна хăй тÿлесе татма пултарать.
Капиталлă юсавшăн парăм пуррине е çуккине тĕрлĕ мелпе пĕлме пулать. Пĕрремĕш мел — квитанци тăрăх. Вăл юлашкинчен хăçан тÿленине тата халĕ мĕн чухлĕ тÿлемеллине кăтартать. Унсăр пуçне Капиталлă юсав фондне пырса справка илме пулать. Вăл çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар хули, Энгельс урамĕ, 42 «А» çурт. Çавăн пекех Интернет урлă Капиталлă юсав фончĕн регионаллă операторĕн сайтне /remfond21.cap.ru/ кĕрсе те парăм çинчен пĕлме пулать.
Енчен те парăм пуррине тĕрĕслемесĕрех хваттер туянса парăм çĕнĕ хуçа çине куçсан ăна хваттерĕн малтанхи хуçинчен шыраса илме пулать-и? Хваттере регистрациленĕ хыççăн çĕнĕ харпăрçăн парăма тÿлесе татмалла. Унтан вăл сутуçăран суд урлă çак укçана шыраса илме пултарать.
Енчен те çакăн пек кĕтмен-лĕхпе тĕл пулас килмест пулсан, хваттер туяниччен парăмсем çинчен ыйтса пĕлмеллех. Вара çĕнĕ хваттер туянни савăнăç çеç илсе килĕ.