Пятница, 19 апреля

Акватлонра – малтисем

Декабрĕн 1-мĕшĕнче Хусанта акватлонпа ăмăрту иртнĕ. Пирĕн районти «Кĕтне» ача-пăча спорт шкулне çÿрекенсем унта хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă.
Акватлон енĕпе ăмăртакансем тĕрлĕ дистанцие чупса тата ишсе тупăшаççĕ. Пирĕн район спортсменĕсем ку енĕпе уйрăмах маттур. Вĕсем чылай ăмăртура мала тухса Дипломсене, парнесене тивĕçеççĕ.
Хальхинче те Александра Мамуткина Тутарстан Республикин чемпионки пулса тăнă. Элина Тумаланова, Диас Айзетов, Ильнас Шакуров дистанцие иккĕмĕш парăнтарнă. Анастасия Сумзина, Иван Кузьмин, Рузиля Валитова финиша виççĕмĕш çитнĕ.
Çавăн пекех Диас Айзетов, Никита Лепешкин, Иван Кузьмин тата Анастасия Сумзина спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлама пултарнă. Элина Тумаланова, Анастасия Лепешкина, Рузиля Валитова тата Иван Гончаров çитĕннисен 1-мĕш разрячĕн нормативĕсене пурнăçланă.
Мала тухнисене чунтан саламлатпăр, малашне те ăмăртусене тăрăшса хатĕрленсе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунатпăр.

Н.САХРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *