Иртнĕ эрнере «Молодая гвардия» обществăлла организацин волонтерĕсем «Шурă лента» акци йĕркелерĕç. Çавна май вĕсем çынсемпе тĕл пулчĕç, акци паллине — шурă лентăна — вĕсене парнелерĕç. Мĕне пĕлтерет-ха шурă лента? Вăл — тасалăх, ырă кăмăллăх палли. Çавна май акци тĕллевĕ те çынсене ырă кăмăллă пулма вĕрентесси, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси. Çĕр çинче пурте тăнăçлăхра пурăнччăр, çемьере килĕшÿ хуçалантăр, ачасем телейлĕ пулччăр.
С.ДМИТРИЕВА.