Воскресенье, Декабрь 8

Чаршав уçăлать те — лекетпĕр асамлă тĕнче авăрне

Чаршав уçăлать те — лекетпĕр асамлă тĕнче авăрне

Мĕнрен пуçланать-ши театр?
Нивушлĕ хитре кĕперен?
Тен çавăншăн пит пăлханатпăр
Кермен алăкне тытиччен.
Ытларикун, ноябрĕн 26-мĕшĕнче, районти культурăпа кану центрĕнче Валентина Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ пуçланса кайнăранпа 50 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Уява халăх театрĕнче вылянă артистсем çеç мар, культура ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленни культура çуртне пырса кĕрсессĕнех сисĕнчĕ. Кермен алăкне уçсассăнах темĕнле асамлăх тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Кунта юмахсенчи, спектакльсенчи вун-вун сăнар пуçтарăннă. Районти драма ушкăнĕсен хушшинче иртнĕ Театр çулне халалланă смотр-конкурсăн тата Алексей Балакаевăн пьеси тăрăх лартнă «Амăшĕн чĕри» пукане театрĕн спектаклĕн сăнукерчĕкĕсен выставкипе те паллашма кăсăклă пулчĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра халăх театрĕн артисчĕсем пуканесем вылякан çĕнĕ спектакле куракансем патне çитерме васкаççĕ. Çак ĕçе пĕтĕмпех Комсомольскинчи Вознесения Господня чиркÿ настоятелĕ Николай атте йĕркелесе пырать. Курмалли, паллашмалли чылай пулчĕ фойере. Тĕп уяв вара сцена çинче иртрĕ.
Çур ĕмĕрхи юбилейпе артистсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх пултарулăх уйрăмĕн методисчĕ Владимир Григорьев ăшшăн саламларĕç. Çак театрта чылай çул вылянă, паянхи кун роль хыççăн роль калăплакан артистсене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. Уява халăх театрĕнче чылай çул вылянă артистсем те килсе çитнĕ. Вĕсене сцена çинче курма мĕн тери хаваслă пулчĕ. Залра пуçтарăннисем вĕсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Артистшăн мĕн хаклă; Паллах, куракансем алă çупни.
Юбилей каçĕнче Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчен килсе çитнĕ артистсен пултарулăхĕпе те паллашрăмăр. Çавăн пекех Кайнлăк, Элпуç, Тукай ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ драма кружокĕсен пултаруллă членĕсем те куракансене савăнтарчĕç. Çак кун залра салхулланса ларакан çын пулмарĕ. Кашниех театр кун-çулне куç умне кăларчĕ, иртнине аса илчĕ, паянхи кун та сцена çинче выляма юратакансем пурришĕн савăнчĕ. Сăмахран, акă илер-ха Комсомольскинче пурăнакан Николай Богатырева. Вăл культура керме-нĕнче иртекен кашни концерта, спектакле çитме васкать. Паянхи кун та вăл мĕнле спектакльсем куракансем патне çитнине, камсем унта вылянине лайăх ас тăвать. Кун пек куракансем пирĕн хушăра чылайрах пулччăр, паллах. Çак кун зал лăк туллиех пуласса шаннăччĕ. Шел пулин те, пушă вырăнсем пурри кăмăла хуçрĕ. Районта пурăнакансен культура çуртне çитсе килме вăхăчĕ çитеймен-ши е театр вĕсемшĕн ют? 
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: Валентина Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕн кун-çулĕ вăрăм пултăр. Артистсем пире çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарччăр.

А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code