Воскресенье, Декабрь 8

Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Тирпей-илем кĕртме 165 млрд уйăрма йышăннă

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕсен шайне ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Указ пурăнмалли çурт-йĕрпе хула хутлăхне аталантармалли нацпроекта пурнăçлассипе çыхăннă. Документпа килĕшÿллĕн ял-хула урамĕсене тирпейлесси, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене хăтлăлатасси республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăраççĕ. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле.
Указ пурĕ Чăваш Республикинчи 119 ял поселенийĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен, урамсен таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кÿрĕ. Вăл ĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма республика хыснинче пурĕ 1,5 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.
Михаил Игнатьев уйрăмах тĕп ĕçсене 2020-мĕш çулта пурнăçа кĕртмеллине чĕнсе каланă. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе палăртнă ĕçсен калăпăшĕ иккĕ е тата виçĕ хут та ÿссе пымаллине палăртса хăварнă вăл.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code