Пятница, 27 января

Вашават та харсăр кинемей

Пурнăç урапи кăлтăртатса кусса пынă май сиссе те юлаймастăн: çул хыççăн çул шуса иртет. Çак кунсенче Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Валентина Кондратьева 80 çул тултарать. Вашават та харсăрскерне сакăр теçетке çула хыçа хăварнă тесе кам калать? Вăл ĕçченлĕхĕпе, вăр-варлăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтерет.
Валя 1939 çулта Елчĕк районне кĕрекен Çуткÿл ялĕнче кун çути курнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан унăн ашшĕне Иван Андреевича вăрçа илсе кайнă. Çак хăрушă вăрçа мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех утса тухма тивнĕ унăн, Берлин таранах çитнĕ вăл. Вăрçăран таврăнсан арманçăра ĕçлеме пикеннĕ.
— Аттен вăрçăри суранĕсем канăç памастчĕç. Ăшĕнче снаряд ванчăкĕсем пурччĕ, алли те аманса кукăрăлнăччĕ. Апла пулин те, йышлă çемьене тăрантарас тесе ырми-канми ĕçлетчĕ. Çĕрле те çăнăх авăртма каятчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпир нихăçан та çăкăрсăр ларман, — аса илет ачалăхне Валя аппа.
Кил хуçи вăрçăран таврăннă хыççăн çемьере умлăн-хыçлăн 9 ача çуралнă. Валя вĕсенчен чылай аслă пулнă май, кĕçĕннисене пăхасси хĕрача çине тиеннĕ. Унсăр пуçне вăл амăшне пахчара, кил таврашĕнче пулăшма та вăхăт тупнă.
Йывăр пурнăçпа пурăнни, терт-нушине чылай курни Иван Андреевичпа унăн мăшăрĕн, Пелагея Григорьевнăн, пĕр йĕрсĕр иртмен. Вĕсен сывлăхĕсем ир хавшанă, 64 çулта чухне кил хуçи, тепĕр виçĕ çултан мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ. Кĕçĕн ачисем ун чухне шкула çеç çÿренĕ-ха.
— Тăлăха юлсан пире Валя аппа пăхнă. Çăмăл пурнăçпа пурăнман пулсан та эпир нихăçан та выçă ларман. Вăлах пире çитĕнсен кашнине туй туса панă, пурнăçа йĕркелесе пынă. Пысăк тав ăна пире пăрахманшăн, яланах пире пулăшма тăрăшнăшăн, — теççĕ ăшшăн пĕртăванĕсем Валя аппăшĕ çинчен.
1963 çулта Валентина Ивановна Лев Петрович Кондратьевпа пĕр çемье чăмăртанă. 56 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. 2 ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр.
Валя аппа «Знамя» колхозра малтан пăру пăхнă, унтан чылай çул пахчара ĕçленĕ. Çавăнтанах вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн — 44 çула яхăн. «Знамя» колхоз районта чи малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Çавăнпа та унта ĕçлекенсене ĕç укçине те аван тÿленĕ.
Валя аппа çулне кура мар правур та харсăр. Сыснасем, кăвакалсем, чăх-чĕп усраççĕ Кондратьевсем, пахчинче мĕн кăна çитĕнтермеççĕ. Суханпа кишĕре çулсерен сутлăх та ÿстереççĕ вĕсем, çăвĕпе пахчаран кĕме те пĕлмеççĕ. Хĕллехи вăхăтра алă ĕçĕпе йăпанать Валя аппа: çăм арлать, чăлха-нуски çыхать.
— Çирĕп сывлăхлă, тулли телейлĕ пул, тата нумай çул пире савăнтарса пурăн, — теççĕ тăванĕсем ăшшăн Валя аппана юбилей ячĕпе саламласа.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *