Суббота, 27 апреля

Аннесене саламларăмăр

Аннесене саламларăмăр

Анне — кашни ачан пĕрремĕш сăмахĕ. Аннерен çепĕççи, илемли кам пур-ши çĕр çинче? Вăл пире пурнăç парать, лăпка-лăпка ÿстерет, ăса вĕрентет, пурнăç çулĕ çине кăларать. Анне пире мĕнпур йывăрлăха чăтма, çĕршыва чунтан юратма вĕрентет.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăхран клубне ял çыннисем Анне кунне уявлама пуçтарăнчĕç. Кунĕ те аннесен ăшă та ачаш кăмăлĕ пекех хитре те хĕвеллĕ пулчĕ. Ялта пурăнакансем килте ларса сенкер экран çинчи чаплă артистсене курма çеç мар, вырăнти артистсен пултарулăхĕпе киленме те яланах хавас.
Чи малтанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан хĕрачасем — Машăпа Яна Тихоновасем, София Карсакова, Аня Звездова юрă-ташăпа савăнтарчĕç, амăшĕсене хăйсен аллисемпе ăсталанă парнесем пачĕç. Малалла сцена çине ялти ветеран-пенсионерсем тухрĕç. Хитре чăваш тумĕсем тăхăннă Валентина Васильева, Альбина Семенова тата клуб ĕçченĕ Елена Алексеева пĕчĕк камит лартса ял халăхне уявпа саламларĕç.
Ялти чи çамрăк нумай ачаллă амăшне Марина Петровăна тата чи активлă нумай ачаллă амăшне Елена Васильевăна ял поселенийĕн грамотисемпе чысларĕç. Анне кунĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕçленчĕ.

Л.ТИХОНОВА,
ветерансен совечĕн ертÿçи.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *