Пятница, 19 апреля

Чи хаклă çын эс тĕнчере – анне

Кашни çыншăнах анне вăл — чи çывăххи, чи юратни. Çавăнпах пулĕ Анне кунне эпир чылай малтан кĕтме пуçлатпăр, хаклă çыннăмăрсене ăшă сăмахпа, кăмăллă парнепе савăнтарма васкатпăр, вĕсене чĕререн тав туса ырлăх-сывлăхлă пулма сунатпăр.
Ноябрĕн 22-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра та Анне кунне халалласа савăнăçлă уяв йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов пурне те çак уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхлă пулма, ачасенчен пархатар курма сунчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Хирти Выçли ялĕнче пурăнакан Зайцевсен тата Комсомольскинче пурăнакан Маринсен çемйисене нумай ачаллă пулнине ĕнентерекен удостоверени пачĕç.
Çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн специалисчĕ Екатерина Челакова, социаллă страхлав фончĕн тĕп специалисчĕ Валентина Тихонова, централизациленĕ библиотека тытăмĕн директорĕ — «Хĕрарăмсен союзĕн» вырăнти уйрăмĕн председателĕ Инна Ядрова уява пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç, çемье пурнăçра тĕп тĕрев, юрату, килĕшÿ çăлкуçĕ пулнине палăртрĕç. «Рябинушка» ача садне çÿрекенсем /музыка ертÿçи Наталья Ковшова/ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Мероприятие кашни ял тăрăхĕнчен чи илемлĕ, чи пултаруллă, чи талантлă, пур енĕпе те маттур аннесем пуçтарăннă. Рушания Зинатуллина, Ирина Комиссарова, Валентина Самаркина, Людмила Нямукова, Елена Просвирнова, Антонина Трофимова, Галина Орешкина, Галина Нестерова, Марионелла Тимофеева, Ираида Алексеева, Мария Павлова, Галина Волкова пурне те хаваслансах хăйсемпе паллаштарчĕç, презентацисем кăтартрĕç. Мĕн тери маттур вĕт-ха пирĕн районта пурăнакан хĕрарăмсем! Вĕсем — чăн-чăн çемье вучахне упракансем. Куллен тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çемйине савăнтарма та, кил таврашĕнче тирпейлеме те, выльăх-чĕрлĕхне пăхма та, ĕçе çÿресе çитĕнÿсем тума та ĕлкĕреççĕ аннесем. Çав вăхăтрах чун апачĕ валли те вăхăт тупаççĕ вĕсем. Пĕрисем алă ĕçĕ тума чунтан кăмăллаççĕ, теприсем юрă-ташăсăр пурăнаймаççĕ, виççĕмĕшĕсем çемйипех спортра чун киленĕçĕ тупнă. Хăйсен шухăшĕсене сăвăсем урлă шăрçалакансем те пур пирĕн хушăра.
Уява пуçтарăннисем алă ĕçĕсен ăстисен «Ĕçчен алă ĕç тупать» тата Раççейри паллă хĕрарăмсен пурнăçне сăнлакан кĕнекесен куравĕсемпе кăмăлласах паллашрĕç. Мероприяти вăхăтĕнче аннесен ячĕпе чылай ăшă сăмах янăрарĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *