Кирек камшăн та аннерен хакли никам та çук. Чăвашсен йышĕнче хĕрарăм яланах пысăк вырăнта пулнă. Нумай юмах «Пурăннă тет карчăкпа старик…» тесе пуçланать. Хĕрарăм сăнарĕ тÿрех куç умне тухать. Тукай ялĕнче пурăнакан пилĕк ача амăшĕ — Валентина Печникова — ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.
Валентина Владимировнан çемйи çинчен тĕплĕнрех çырас пулсассăн чăн-чăн роман шăрçалама пулать. Тĕлĕнсе каймалла çынсем çитĕннĕ ял вĕçнерех вырнаçнă çуртра. Тĕслĕхрен, унăн хунямăшĕ Варвара Константиновна Печникова — РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хĕрĕ Светлана Владимировна — Чăваш Республикин Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Валентина Владимировнăпа Владимир Георгиевич 5 ачана тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă çынсем çитĕнтернĕ. Шел, мăшăрĕ вилни 11 çул çитнĕ.
— Мăшăра юратса качча кайрăм. Виçĕ кил урлă кăна пурăннă эпир. Хальхи пурнăçра машинăсемпе хĕр илсе килеççĕ пулсан, мана Георгий çуранах илсе каçрĕ. Килĕштерсе пурăнтăмăр, ача-пăчаллă пултăмăр, — терĕ Валя аппа.
Валентина Владимировна Çĕрпÿ хулинчи культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухнă. Вăл вăхăтра çакăнта ăс пухма кĕресси питĕ йывăр пулнă иккен. 69 çынтан 19-шне çеç илнĕ. Валя аппа вара çак маттурсен йышне лекме пултарнă. Хитре саслăскер, музыка инструменчĕсемпе калама пĕлекенскер Тукай ялĕнчи клубра ĕçлеме пуçланă.
— Кунне ял йĕри-тавра виççĕ çаврăнаттăм вĕт. Репетици ирттерме çынсемпе курса калаçаттăм, — аса илчĕ иртнĕ вăхăта пултаруллă хĕрарăм. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вăл.
«Ăçтан веçех пĕлсе, сăмах çумне сăмах çыпăçтарса кирлĕ пек калаçма пĕлетĕн-ши;» —тенĕ ăна çынсем тĕлĕнсе. Типтерлĕ калаçăвне кура çынсем умне те пĕрре мар тухнă. Тус-тăванĕсемпе пуçтарăнсан та вальс ташланă, юрăсем шăрантарнă. Халĕ те Валя аппа юлташĕсемпе пĕр çăвартан пурăнать. Вĕсем шÿтлеççĕ те, кулаççĕ те. Çак тарана çити пурăнса çынна кÿрентерес тесе сивĕ сăмах каласа курман вăл. Ырă тунине çынсем манмаççĕ.
Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ Печниковсем. Клубри мероприятисене ытларах хĕрне Светланăна ертсе пыма шаннă, ывăл ачисене хуларан чĕнсе илсе тĕрлĕ рольсене выляттарнă. Ахальтен мар ачисем — пурнăç çулĕпе çирĕп утакан çынсем.
«Эпĕ телейлĕ хĕрарăм, ачасемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнма сывлăх çеç пултăр», — савăнса пĕлтерчĕ вăл.
А. МАТРОСОВА.