«Аннесем тÿмесем пекех, вĕсем çинче йăлтах тытăнса тăрать», — теççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, çемьери пурнăç чылай чухне хĕрарăм çинче тытăнса тăрать. Вăл апат пĕçерет, кил-çурта тирпейлет, мăшăрне ăшă сăмахпа хавхалантарса çитĕнÿсем тума çунат хушать, куллен ĕçе çÿресе хисепе тивĕçет. Хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ вара — анне пуласси, пепкисене кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларасси.
Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Зоя Тимофеева мăшăрĕпе 5 ача çуратса пурне те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ, пĕлÿ илме пулăшса ура çине тăратнă. Ачисем çинчен каласа пама ыйтсан унăн сăн-пичĕ тÿрех ăшă йăл кулăпа çуталать. Вĕсенчен кашниех çитĕнсе ача-пăчаллă, хăшĕсем мăнуклă та пулнă, апла пулин те амăшĕшĕн вĕсем халĕ те ачасем. Халĕ те амăшĕн чĕри кашни ачишĕн пăшăрханать, кашнинех телейлĕ тума ăнтăлать.
— Ачамсем пурте питĕ маттур, пултаруллă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратса, аслисене хисеплеме вĕренсе ÿсрĕç. Вĕсемшĕн пĕрре те пите хĕретмелле пулмарĕ. Çакă мар-и вăл амăшĕн телейĕ? — уçать шухăшне Зоя Васильевна.
Ывăлĕсем Игорьпе Сергей шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем çемйисемпе Çĕнĕ Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Хĕрĕ Ирина Шупашкарти ача-пăча больницинче медсестрара тăрăшать. Вера ялта почтальонра ĕçлет. Зоя аппа кĕçĕн ывăлĕн Сашăн çемйипе пурăнать.
Хальхи вăхăтра ялта ĕç çукрах пулсан та, чăннипех ĕçлес текен çын хăйне валли яланах ĕç тупать. Акă, Тимофеевсем те фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Лашасем, ĕнесем, вăкăрсем йышлăн тытаççĕ вĕсем. Иртен пуçласа каçчен выльăх патĕнче ĕç тупăнсах тăрать. Анчах та туслă çемьене ку хăратмасть. Сашăн мăшăрĕ Инна фермер хуçалăхĕнче тăрмашнипе çеç мар, куллен ĕçе çÿреме те вăхăт тупать. Вăл ялта фельдшерта вăй хурать. Туслă мăшăра ачисем те, паллах, пулăшаççĕ.
— 2001 çулта çамрăксем çĕнĕ вырăн илсе çурт лартрĕç, мана та пĕрле илсе килчĕç. Пилĕк ача ÿстернин пархатарне халĕ куратăп. Хамăр та вăхăтĕнче хуняçа-хунямасемпе лайăх пурăннă, халĕ хам ак ачасемпе килĕштерсе пурăнатăп, — тет кăмăллăн Зоя аппа.
Килĕшÿ килте хуçаланни, паллах, чи кирли. Зоя Васильевнăн пĕр енчен çеç телейĕ пулман: мăшăрĕ ытла та ир, 54 çулта чухне, çĕре кĕнĕ. Ытти енĕпе вара вăл хăйне телейлĕ хĕрарăм тесе шутлать.
— Ачасем пĕчĕк пулнă чухне, паллах, йывăрлăхсем те сахал мар пулнă. Ача япалисем çитместчĕç, ун чухне вĕсене пит сутман та, хамăр çĕленĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр те колхозра тăрăшнă май ачасене пăхма хуняçапа хуняма чылай пулăшнă. Халĕ куç тулли ывăл-хĕрпе, мăнуксемпе, вĕсен ачисемпе савăнса пурăнатăп. Вĕсем — манăн пуянлăх, — пĕтĕмлетет калаçăва Зоя Тимофеева.
Н.КАЛАШНИКОВА.