Вторник, 7 февраля

Тĕлпулусенче сÿтсе явмалли пурах

Тĕлпулусенче сÿтсе явмалли пурах

Информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, район прокурорĕ Олег Васильев, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, районти надзорпа профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов, Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте хутшăнчĕç. Комсомольски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса палăртнă темăсене сÿтсе яврĕç.
Çак кун Комсомольски ял тăрăхĕн администрацийĕнче профилактика канашĕн ларăвĕ иртнĕ май иформаци кунĕн членĕсем депутатсемпе, йĕркене пăсакансемпе тĕл пулчĕç. Чăннипех те, йĕркене пăсакансем, саккуна пăхăнман çынсем пирĕн хушăра сахал мар иккен. Профилактика канашне 20 яхăн çынна чĕннĕ, вĕсен кашнин хăйĕн шăпи. Апла пулин те чылай тĕслĕхре эрех-сăрана пула йăнăшнă. Пĕр гражданин ÿсĕрле çаратнă. Вăл тĕрĕс çул çине тăма шантарчĕ. Чылайăшĕ вара эрех ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă, вĕсене ГИБДД ĕçченĕсем тытса чарнă. Явап тытнă, штраф тÿленĕ пулсассăн та йĕркене кĕмен. Икĕ-виçĕ тĕслĕхре граждансем татах ÿсĕр пуçпа автомашина çине ларса çула тухнă. Татах право хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ. Профилактика канашне чĕнтернĕ граждансене ытларах условлă майпа айăпланă тата вĕсене ĕçлесе юсанмалла тунă. Анчах йĕркене пăсакансем те пур. Районти уголовлă исполнительлĕ инспекцин ертÿçи Валерий Денисов пĕлтернĕ тăрăх, регистрацие вăхăтра килмен граждансем те пур.
Ачисене тивĕçлĕ воспитани паман ашшĕ-амăшне те чĕннĕ профилактика канашне. Çул çитмен ачасене çитĕнтерекен амăшĕсем эрех-сăрапа иртĕхеççĕ, ĕçлемеççĕ. Çакă чăн та сисчĕвлентерет мар-и? Çавăнпах Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, специалистсем учетра тăракан тата йĕркесĕр çемьесенче тăтăшах пулаççĕ, вĕсене тĕрĕслеççĕ, профилактика калаçăвĕсем те ирттереççĕ. Вĕсен хушшинче йĕркеллĕ пурăнса каякансем те пур, анчах та вĕсен йышĕ ытла та пĕчĕк.
Профилактика ĕçĕсем пирки калаçнă май, Владимир Давыдов ялта пурăнакансене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине те аса илтерчĕ. Районти газ участокĕн начальникĕ Валерий Чернов та сенкер çулăмпа усă курнă чухне тимлĕ пулмаллине асăрхаттарса хăварчĕ. Район прокурорĕ Олег Васильев депутатсене ял çыннисемпе тĕл пулнă май ултавçăсем пирки асăрхаттармаллине асăнчĕ.
— Юлашки вăхăтра республикăра ултавçăсен аллине лекнĕ çынсен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çынсене телефонпа шăнкăравласа темĕн тĕрлĕ те улталаççĕ. Районта та кун пек тĕслĕхсем пулнă. Асăрхаттарса калатăп, хăвăра «шăнман пăр çине лартма» ан парăр. Палламан, пĕлмен çынсене укçа-тенкĕ ан куçарăр. Вĕсем сирĕн пата шăнкăравласа темĕн те суйма пултараççĕ. Ан ĕненĕр! Малтан тăванăрсене шăнкăравласа ыйтса пĕлĕр. Енчен те сире хăйсемпе банк сотрудникĕ тесе паллаштарса шăнкăравлаççĕ пулсассăн, ан калаçăр. Банк сотрудникĕсене сирĕн картта пирки информаци кирлĕ мар. Ан улталанăр! — терĕ Олег Васильев прокурор.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *