Вторник, 16 апреля

Çĕнĕ площадка çитĕнÿсем тума пулăшĕ

Спорт — пурнăç тыткăчи, тетпĕр. Спорта юратни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чир-чĕртен хăтăлма, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма пулăшать. Çакна май пирĕн çĕршывра сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăн сарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать.
Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене тултарма çĕнĕ спорт хатĕрĕсем вырнаçтарма площадка хатĕрлени çинчен нумаях пулмасть çеç çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче çак площадкăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те çак паллă пулăмпа саламларĕ.
— Ялта пурăнакансен те хула çыннисемпе танах физкультура тума, спортпа туслашма пур май та пулмалла. Çак тĕллеве тĕпе хурса эпир чылай ĕç туса ирттеретпĕр. Спорт площадкине хута яни район çыннисене хăйсен сывлăхне çирĕплетме, ÿт-пĕвне аталантарма хушма мелсем туса парать. Площадка нихăçан та пушă лармасса, район çыннисене спортра çитĕнÿсем тума пулăшасса шанатăп, — палăртрĕ вăл.
«Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Евгений Тихонов та хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, спорт площадкине туса паракансене чĕререн тав турĕ, шкул ачисене, спортсменсене малалла çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕ.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн площадка ачасемпе тулчĕ. Шкул ачисем кунти спорт хатĕрĕсемпе интересленсех паллашрĕç, унтан ГТО нормативĕсене пурнăçлама пикенчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *