Михаил Игнатьев: Инкеке лекнĕ çынсене эпир нихăçан та пăрахман

Чăваш Ен Пуçлăхĕ журналистсене уçă калаçăва тăтăшах чĕнни влаç халăхпа калаçма хатĕррине çирĕплетет. Ноябрĕн 14-мĕшĕнче те Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе черетлĕ хут тĕл пулчĕ. Икĕ сехете яхăн пынă пресс-конференцире регион ертÿçи 20-е яхăн ыйтăва хуравларĕ. Улатăр урамĕсенче çĕрле хунарсем çунманни, Çĕнĕ Шупашкарта светофор ĕçлеменни, общество чарăнăвĕнче информаци табловĕ ĕçлеменни, Çĕрпÿре çÿп-çап полигонне хупасси… Темĕн те кăсăклантарчĕ калем ăстисене. Вĕсенчен чи кăсăклисемпе сире паллаштаратпăр. Чи çивĕч тема — лицензисĕр юлнă «Чăвашкредитпромбанкпа» çыхăннă ыйту.
— Çитес çулта Шупашкарти 8 библиотекăна хупма палăртнă, çав шутра Лапсарта, Сосновкăра. Нумаях пулмасть кăна Чăваш Ен чи нумай вулакан регионсен йышне кĕнĕччĕ. Пур библиотекăсене упраса хăварма май çук-ши?
— Ку тема та халăха калаçтарать. ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче библиотекăсем кăна мар, ача-пăча искусство шкулĕсем хупăнасси пирки те ыйту çĕкленĕ. Çавна май хушу патăм: министерствăсен хула ертÿлĕхĕпе пĕрле тĕплĕ шухăшламалла, сÿтсе явмалла. Библиотекăсем ялта та, хулара та ĕçлеççĕ. Тĕслĕх вулавăшсене хупма мар, ĕçлеме хута ятăмăр. Вĕсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрнă. Хула влаçĕ ăнлантарнă тăрăх, библиотекăсене тытса тăмашкăн бюджетра укçа çитмест. Эсир пултараймасан хăшне-пĕрне республика шайне илетпĕр, Наци библиотекине паратпăр. Пирĕн вулавăшсене хупас тĕллев çук. Вулакан пур тăк вĕсем валли усă курма майсем туса памалла.
— «Чăвашкредитпромбанкпа» çавăн пек пулса тухасса влаç мĕншĕн асăрхаса çитереймен? Тен, сире йăнăш цифрăсем параççĕ?
— Вкладчиксене страховка паракан банк-агента палăртнă. Хальхи вăхăтра малашне мĕн тумаллине палăртма тĕрĕслев ирттереççĕ. Ахаль çынсен, пĕчĕк предприятисен укçи-тенкине страхланă. Укçана тавăрса парĕç, пĕр çын пуçне 1,4 млн тенкĕрен ытла мар. Ыттине илес тесен конкурс процедури витĕр тухма тивет.
— Çынсем страховка илĕç-ха. ТСЖ, пĕчĕк предприятисем, ыр кăмăллăх фончĕсем вара? Шупашкарти Эгер урамĕнчи 40-мĕш çуртра пурăнакансем шăнкăравларĕç: ТСЖ 2 млн тенкĕ ытла çухатнă-мĕн. Васкавлă юсамалли çуртсем пур имĕш. Çавăншăн пăшăрханаççĕ. Вĕсене, тен, республика фондĕнчен пулăшма май килĕ?
— Кашнинпе пайăррăн ĕçлĕç. Кредит тÿлекенсенчен килнĕ укçа-тенкĕ пухăнать, банкăн пурлăх та пур. Процедура çулталăка яхăн тăсăлма пултарать. Фонд шучĕпе ултавçăсене пулăшман, пулăшмăпăр та. Инкеке лекнĕ çынсене эпир нихăçан та пăрахман.
— Республика Правительствин «Чăвашкредитпромбанкра» акцисен пакечĕ 36 процент пулнă. Ăна тавăрма пулать-и е бюджет укçи çухалать-и?
— Халĕ, акцисен контрольлĕ пакечĕ пĕр çын аллинче чухне, пирĕн 36 процент паянхи ĕç-хĕле витĕм кÿреймен. Юстмин хăйĕн акцийĕсене темиçе хут та аукциона кăларнăччĕ, анчах илекен тупăнман. Кĕçех конкурс пулмалла, кредит тÿлевĕсенчен пухнă укçаран, ытти пурлăхран мĕн чухлĕ те пулин тивĕçмеллех.
— Поликлиникăри специалистсем патне лекме йывăр, электрон регистратура урлă та çырăнма çук. Медицинăра кадрсен дефицичĕ те пăшăрхантарать.
— Ытти регионпа танлаштарсан, пирĕн республикăра медицинăри кадрсемпе тивĕçтересси аван пурнăçланать /76,1 процент/. Çак кунсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчи студентсемпе тĕл пултăм. Университетпа виçĕ енлĕ килĕшÿ çырнисем вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, совет саманинчи пек, хамăр патри больницăсене вырнаçса 5 çул унта тăрăшĕç. Çавăн пекех «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем те тухтăрсене районсене кăна мар, республикăри пысăк мар хуласенчи больницăсене илĕртме пулăшаççĕ. Хăш-пĕр районта кунсăр пуçне те çамрăк специалистсене хавхалантармалли майсем тупаççĕ, хушма укçа параççĕ. Тухтăр патне электрон черет урлă çырăнасси пурнăçа кĕчĕ ĕнтĕ. Çапах кăлтăксем пулаççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерстивне ку ыйту патне тепĕр хут таврăнма хушăп.
— Хăшĕ-пĕри «конвертри» укçана хăйсен ирĕкĕпе илмест. Ĕç паракан çапла хăтланать пулсан мĕн тумалла? 
— Чылайăшĕ саккунпа килĕшÿллĕн ĕç килĕшĕвĕ çырать. Никам та çынна хĕсĕрлеймест. «Сăрă» схемăпа ĕçлеме килĕшмесен те пултарать.
— Ыйтăм ирттернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансен 80 проценчĕ нумай ача çуратса пăхса ÿстерме хатĕр мар. Хальхи вăхăтра вилекен çуралаканран ытларах. Демографие лайăхлатас енĕпе влаç мĕн тума палăртать? 
— Наци проекчĕсемпе, федераци, регионти патшалăх пулăшăвĕ ача çуратакансене хушма хавхалану кÿрет. Влаç тĕллевĕ — халăхра çемьене, юратăва хаклама, малти вырăна хума вĕрентесси. Кашни 5-мĕш çемье /20 процент/ нумай ача ÿстерет. Ку та пирĕн çитĕнÿ. Кун пек регион сахал. Журналистсен тÿпи пурах, мĕншĕн тесен эсир обществăра кăмăл-туйăм çурататăр, нумай ача ÿстерекенсем пирки çырса-каласа кăтартатăр, патшалăх пулăшăвĕсене мĕнле илмеллине ăнлантаратăр. Чăваш Ен федераци шайĕнчи 52 проекта хутшăнать. Ку тĕллевсем валли укçа сахал мар уйăраççĕ. Ачалăхпа амăшлăхĕ валли кăна 1 млрд та 700 млн тенкĕ пăхса хунă. Федераци шайĕнчи, регионти амăшĕн капиталĕсем… Совет тапхăрĕнче ун чухлĕ укçа паман.
— Строительство организацийĕсем хваттершĕн пая кĕрсе укçа хывнă çынсен умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламаççĕ, çуртсене вăхăтра хута ямаççĕ. Сăмахран, «Кувшинка», «Гагарин» микрорайонĕсене çĕклекен «Лидер».
— «Лидер» кăна мар, «хура списокра» — 3 подряд организацийĕ. Шар курнисем 60-а яхăн çын. Пирĕн тĕллев — Раççейри «Дом.РФ» организаципе пĕрле вĕсене пулăшасси. Мана панă справка тăрăх, «Лидерăн» парăмĕ — 600 млн тенкĕ. Ăна ăçтан тупса халăха парса татмаллине шутласа кăларайман-ха. Предпринимателе çĕр участокне е куçман пурлăха сутма каланă. «Дом.РФ», влаç хута кĕнипе çав укçана шыраса илсе чарăнса ларнă стройкăсене çĕнĕрен пуçарса çуртсене хута ямаллах. Ку тĕлĕшпе ĕçлеме Строительство министерствине хушу панă. Нумай хваттерлĕ çуртсен 70 проценчĕ унчченхи кивĕ схемăпах çĕкленет, 30 проценчĕ кăна эскроу счет çине куçнă.
— Владимир Путин журналистсене хăйĕн вырăнне хăвармашкăн çын хатĕрлесси пирки каларĕ. Эсир те хăвăр вырăна юлакан пирки шухăшламан-и? Командăра хальхи политикăна тытса пыма пултаракан пур-и? 
— Республика Пуçлăхне халăх суйлать. Ман вырăна кам килессине те вăлах татса парĕ. Эпĕ резерври кирек мĕнле хушамата асăнма пултаратăп, анчах вăл çын пуçлăх пулассине пĕлтермест. Кăмăл пурри кăна çителĕксĕр, халăх шанăçне çĕнсе илмелле. Чи малтан унăн патриот, тÿрĕ кăмăллă та патшалăхшăн тăрăшакан çын пулмалла.
/«ХЫПАР»/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *